2025 çултан пуçласа Чăваш Енре «Пилотсăр вĕçекен авиаци тытăмĕсем» наци проекчĕ шайĕнче вăрман хуралĕ тата пушарсен мониторингĕ валли 14 дрон туянма палăртнă. Вĕсенчен 11 единиципе вăрмансене сыхлама тата вăрман пушарĕсене сÿнтерме усă курĕç, 3-шĕпе — вăрман законодательствине пăсассине хирĕç контрольпе надзор мероприятийĕсене ирттерĕç.

Кунсăр пуçне çак проект шайĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче «Пилотсăр вĕçекен авиаци тытăмĕсем валли — кадрсем» федераци шайĕнчи вĕрентÿ проекчĕ пурнăçланать. Унăн тĕллевĕ — Раççейре вăйлă аталанса пыракан пилотсăр авиаци рынокĕ валли çителĕклĕ чухлĕ специалистсем хатĕрлесси.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика