IMG 9250Чупай ял тăрăхĕнче «Пуçарулăх бюджечĕ» программăпа ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ.

Çавна май, Патти ялĕнче çĕнĕ культура çурчĕ тума тытăннă. Вăл унчченхи клуб пулнă вырăнта çĕкленĕ. Кивĕ клуба пĕтĕм­пех сÿтнĕ, унти строительство площадкине тирпейленĕ. Хальхи вăхăтра строительство ĕçĕсене «Граль» тулли мар яваплă общество пурнăçласа пырать. Эпир пулнă кун çĕнĕ клубăн каркасне тимĕртен хăпартса та ларт­нă. Асăннă обществăн ĕçченĕсем: С.Тимофеевпа Р.Петров сварщиксем, Н.Ласов монтажник сварка ĕçĕсене пурнăçлатчĕç.

Патти ялĕнчи культура çуртне хута яма пурĕ 7 миллион та 380 пин те 550 тенкĕ пăхса хăварнă.

Анжела ДАНИЛОВА, Чупайĕнчи территори пайĕн тĕп специалисчĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика