2025 çулхи июнь уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Енре «Хамăрăннисен вăхăчĕ» /«Время СВОих/ программа та пурнăçланма тытăнчĕ.

Унăн алăкĕсем уçăлни çинчен республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ. Проект тĕллевĕсем Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарнипе çĕршывра пурнăçлама тытăннă «Время героев» программăри пекех. Чăваш Ен проекта Раççей Президенчĕн халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин академийĕн Шупашкарти филиалĕпе пĕрле пурнăçлать. Проект тĕллевĕ — хăйсен вăйĕпе пултарулăхне тăнăç пурнăçра кăтартма тĕллев тытнă СВО ветеранĕсене патшалăх службинче ĕçлемешкĕн çирĕплетнĕ системăпа вĕрентсе хатĕр­лесси. Олег Николаев республика Пуçлăхне пулăшакан должноçне ĕçе илме филиалран ăнăçлă вĕренсе тухнисенчен суйласа илессине пĕлтернĕ.

Кунта 33-ĕн ятарлă пĕлÿ илме тытăннă, ытларахăшĕ патшалăх наградине темиçе хутчен те тивĕçнĕ. Кандидатсене комплекслă майпа суйласа илнĕ. Вĕсемпе уйрăммăн калаçнă, пурте тест ыйтăвĕсене хуравланă. Программăна çапăçури опыт пуррипе мар, ăслă-тăнлисене, стратеги шайĕнче пĕтĕмлетÿ тума пултарнисене, пăшăрханнă-тарăхнă вăхăтра та тухăç паракан йышăнусем тума пĕлекеннисене илнĕ. Сĕтел хушшине ларнисене маларах çирĕплетнĕ программăпа вĕрентеççĕ, граждан службине адаптациленме хальччен управлени теорийĕпе практикинче пухăннă пĕлĕве параççĕ. Преподавательсемпе профессорсен умне вĕсен ертсе пырас ĕçри компетентлăхне калăпласа çитерме, обществăна ырă кÿнĕ чухне палăракан пахалăхĕсене аталантарма тĕллев лартнă.

Юрий МИХАЙЛОВ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика