Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Чă­ваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проектпа килĕшÿллĕн Арапуç ял тăрăхĕнчи культура çуртĕнче тата библиотекăра çамрăк ăрăвăн канăвне усăллă йĕркелессипе тĕрлĕрен мероприятисем ирттереççĕ. Сăмахран, тăван тавралăха хÿтĕлемелли куна халалласа «Пирĕн çак тĕнчене упрамалла» ятпа ачасемпе экологи сехечĕ пулнă. Çавăн пекех çамрăксемпе литература викторинисем те интереслĕ иртеççĕ. Раççей кунне халалласа «Многоликая Россия», вулакансен республикăри «СВОя Победа» марафонне халалласа «Поэзия с СВО» ятпа мероприятисем йĕркеленĕ. Çавăн пекех ачасен çуллахи канăвĕнче «Чăваш Ен маншăн Раççейри чи хитре вырăн» ятпа викторина, наркомание тата наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне хирĕç кĕрешессипе Пĕтĕм тĕнчери куна халалласа çамрăксемпе «Чарăн та шухăшла» ятпа сывлăх урокĕ, «Раççей террора хирĕç» информаци кунĕ, «Çĕнтерÿ стратегийĕ» шашка турнирĕ, пуçламăш класс ачисемпе «В гостях у светофора» ятпа ăнлантару сехечĕ иртнĕ. Тĕрлĕ çулсенчи ачасемпе çуллахи каникулта тĕрлĕ инкек-синкексенчен асăрхануллă пулмаллине, уйрăмах тимлĕхе çухатмалла марри çинчен «Лето прекрасно, когда безопасно» ятпа ăнлантару сехечĕсем йĕркеленĕ. Çемье тата юратупа шанчăклăх кунне халалласа Арапуç ялĕнче пурăнакансемпе «Ромашковый день» уяв программи хатĕрленĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Сывлăх патне утăм» проекчĕпе килĕшÿллĕн июлĕн 17-мĕшĕнче Арапуç ялĕнче мобильлĕ «Сывлăх пункчĕ» ĕçлерĕ. Çак кун 149 çын медицина пулăшăвĕ илчĕ. Районти тĕп больницăн медицина сестрисемпе врачĕсем вырăнти халăхăн сывлăхне тĕрĕсленĕ, врачсем кирлĕ консультацисем панă.

Евгений СПИРИДОНОВ, Арапуçĕнчи территори пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика