
Çак кунсенче Раççей Социаллă фондăн Вăрмар округĕнчи уйрăмĕнчи Аслă ăру çыннисем тĕл пулса хутшăнмалли центрĕнче ăшă тĕлпулу иртрĕ. Тăван амăшне, мăшăрне, кукамăшне, тăванне — нумай пулмасть пурнăçран уйрăлса кайнă Анна Николаевна Яковлевăна халалласа тăванĕсем вăл çырнă сăвăсен пуххинчен çĕнĕ кĕнеке пичетлеттерсе кăларнă ятпа туслă йышпа пуçтарăнчĕç, «Чĕререн тухакан сăмахсем» кĕнекене презентацилерĕç. Ачисем амăшĕ вилнĕ хыççăн хĕрĕхмĕш кунĕ тĕлне пысăк ĕç туса çитернĕ, «Чĕререн тухакан сăмахсем» кĕнекене кун çути парнеленĕ. Çав тери илемлĕ, тĕрлĕ тематикăллă сăвăсем кунта, пурĕ — 109! Анна Николаевна питĕ пуян чун-чĕреллĕ çын пулнă, шăрçа пек вуланакан сăввисене чунтан-чĕререн çырнă.
Анна Николаевна Яковлева 1947 çулхи январĕн 11-мĕшĕнче Кĕтеснер ялĕнче пысăк та туслă çемьере çуралса ÿснĕ. Каярах çемье Мăнçырма ялне куçса кайнă. Ялти шкулти 8 класс хыççăн Канашри педагогика училищине юрă-кĕвĕ уйрăмне вĕренме кĕнĕ Анна. Кунтан вĕренсе тухнă хыççăн Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулта музыка учителĕ пулса ĕçлеме тытăннă, пурнăç тăршшĕпех çакăнтах вăй хунă. Пĕр вăхăтрах Вăрмарти ÿнер шкулĕнче те ачасемпе çамрăксене фортепиано, баян çинче калама вĕрентнĕ. Каярахпа Анна Николаевна филолог дипломне алла илнĕ, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме тытăннă. Сăвă çырас туртăм мĕн ачаранах пулнă унăн. Мăшăрĕпе Юрий Васильевичпа 3 ача çуратса ÿстернĕ вĕсем.
Мероприятие çавра сĕтел формачĕпе Вăрмарти тĕп библиотекăн ĕçченĕ Римма Иванова, Шупашкарти пĕр шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Оксана Васильева ертсе пынă. Çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин, АПК ветеранĕсен, Ĕçпе вăрçă ветеранĕсен Вăрмарти уйрăмĕсен представителĕсем, Вăрмарти ÿнер шкулĕн ĕçченĕсем, районти çыравçăсемпе таврапĕлÿçĕсем — Анна Николаевнăна, унăн пултарулăхне хаклакансем пуçтарăнчĕç. Чылай ырă асаилÿсем, ăшă калаçусем пулчĕç çак кун Анна Николаевна Яковлева ячĕпе.
Эвелина МИХАЙЛОВА
