voВăрмар округĕнчи Атнаш ялĕнче çамрăксем хушшинче иртекен «СВОих не бросаем» патриотла юрăсен иккĕмĕш уçă фестивалĕ пулнă. Мероприяти Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проект шайĕнче иртнĕ. Фестивальте Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Николай Павлов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Сергей Павлов, Вăрмар муниципаллă округĕн çамрăксен парламенчĕн председателĕ Карина Алексеева пулнă.

Çамрăк юрăçсем вăрçă çулĕсенчи юрăсене, лирикăллă тата патриотизмла произведенисене, ытларахăшне гитарăпа каласа, юрланă. Паллакан кĕвĕсем те, çĕнĕ композицисем те янăранă.

Фестиваль программин уйрăмах паллă пайĕ — ятарлă çар операцийĕн участникĕсемпе — Сергей Николаевич Мальковпа тата Алексей Леонидович Терентьевпа тĕл пулни пулчĕ. Фестивале хутшăнакан ачасем хăнасене тĕрлĕ ыйтусем панă, службăри пурнăçпа кăсăкланнă. Çар çыннисем чунтан каласа панисем чăн-чăн паттăрлăх урокĕсем вырăнĕнчех пулчĕç темелле.

Уйри условисенче йĕркеленĕ мероприяти пĕрлĕх туйăмне вăйлатрĕ: участниксем палаткăсенче пурăннă, çар кухнинче хăйсем хатĕрленĕ апатпа апатланнă.

Фестиваль программи анлă пулнă:командăпа пĕрле кăвайт умĕнче чуна уçса калаçса ларнисем, каçхи дискотека, пулă тытасси, спорт вăййисем.

Участниксене пурне те сертификатсем панă. Чи лайăх юрлакансене дипломсемпе, парнесемпе хавхалантарнă.

Раççейре Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкĕ тата Чă­ваш Енре Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкĕ пулнă май çак фестиваль çуллахи çутă та паллă пулăм пулса тăчĕ, çамрăксен гражданла позицине çирĕплетсе патриотизм юррисен йăлисене упраса хă­варма пулăшрĕ. Чăваш Ен çам­рăкĕ­сем Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене хисепленине тепĕр хут­чен кăтартрĕ çак фестиваль. Ăна йĕркелесе ирттерме укçа-тенкĕ енĕпе Чăваш Рес­публикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Зоринпа Леонид Пронин пулăшу кÿнĕ.

Александр АЛЕКСАНДРОВ, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен советникĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика