
Иртнĕ эрнере Вăрмар муниципаллă округĕнче ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин культура, национальноç тата архив ĕçĕсен министрĕ Светлана Каликова тата унăн пĕрремĕш заместителĕ Татьяна Казакова пулчĕç. Вĕсем Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕпе Васили Шигильдеевпа пĕрле округри культура объекчĕсенчи строительство тата юсав ĕçĕсемпе паллашрĕç, ыйтусене сÿтсе яврĕç. Хальхи вăхăтра пирĕн районти культура сферинчи харăсах темиçе объектра ĕçсем пыраççĕ.
Кивĕ Вăрмар ялĕнче 150 вырăнлăх çĕнĕ капмар культура çурчĕ хăпарса ларнă, халĕ шалти ĕçсем пыраççĕ. Культура çурчĕн строительствине пĕтĕмĕшле 106 960,10 пин тенкĕ уйăрнă, çак шутра республика бюджетĕнчен 960,10 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран 32 пин тенкĕ. Аса илтеретпĕр, Кивĕ Вăрмарти культура çурчĕн строительствине «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пуçăннă.
Çак вăхăтрах Вăрмарти тĕп библиотекăн икĕ хутлă çурчĕн тĕп юсавĕ пырать. Ĕçсене май уйăхĕнче пуçланă. Тĕп юсава «Урмарская» КСО АО пурнăçлать. Пĕтĕмĕшле контракт сумми — 19671,34 пин тенкĕ.
Çавăн пекех Пинерти культура çуртне те тĕпрен юсаççĕ. Юсава Çĕнĕ Шупашкарти «Импульс» тулли мар яваплă обществăна шанса панă. Май уйăхĕнче пуçланă ĕçсене ноябрĕн 30-мĕшĕччен вĕçлемелле. Пĕтĕмпе Пинерти культура çуртне юсама 12 225,06 пин тенкĕ уйăрнă, çак шутра республика бюджетĕнчен — 11 614 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран — 611,26 пин тенкĕ.
«Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Чулкасри библиотекăна та çĕнетеççĕ.
Тикашри культура çуртне те юсав кĕтет. Ку ĕçе туса ирттерме 2566,6 пин тенкĕ уйăрнă, федераци бюджетĕнчен — 2 464,8 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен — 24,9 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран — 24,9 пин тенкĕ. Культура министрĕ Светлана Каликова çавăн пекех юсав хыççăнхи Кавалти культура çуртĕнче те пулса курчĕ.
Унсăр пуçне паянхи кун Патти тата Хуруй ялĕсенче те пуçарулăх бюджечĕн программипе çĕнĕ клубсем хăпартаççĕ.
