Республика Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура вĕрентÿ организацийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлес ыйтăва тишкернĕ. ЧР вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров пĕлтернĕ тăрăх, сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче республикăра пĕтĕмпе 150 пине яхăн ача парта хушшине ларĕ. 1-мĕш класа каякансен йышĕ пĕлтĕрхи шайрах — 13,8 пин ача пирвайхи хут шкул алăкне уçса кĕрĕ.

Республикăри 707 вĕрентÿ организацийĕнчен 664-шне Пĕлÿ кунне хатĕррине тĕрĕслеме тăратнă, 79-шĕ ачасене йышăнма хатĕррине çирĕплетнĕ. Ыттисемпе малалла ĕçлеççĕ. Çав шутра капиталлă юсав ĕçĕсем пыракан 43 шкул.

Министр çĕнĕ тăватă шкулта ачасен йышĕ проектпа пăхнинчен пысăкраххине кура вĕсене вĕренÿ кĕнекисемпе тивĕçтерме хушма укçа кирлине палăртнă. Шкул автобусĕсен ыйтăвне те сиктерсе хăварман. Вĕсен шучĕ 407-пе танлашать. Кăçал çĕнĕ 39 автобус туянма палăртнă. Вĕсем 2015-2016 çулсенчи кивелнĕ транспорта улăштарĕç.

Çак кунсенче Вăрмар округĕнче те вĕрентÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслекен ятарлă комисси ĕçлет. Комисси членĕсем вĕрентÿ учрежденийĕсен пурлăхпа техника бази, вĕсен территорийĕсем, апат пĕçермелли пÿлĕмсем мĕнле лару-тăрура пулнине, медицина пулăшăвĕ илмелли условисене, шывпа, газпа, электричествăпа тивĕçтернине пăхаççĕ, пушар тухасран е усал шухăшлă çынсем тапăнасран туса ирттернĕ мероприятисемпе, хутса ăшăтмалли тапхăра мĕнле хатĕрленнипе тата пĕлтерĕшлĕ ытти самантсемпе те кăсăкланаççĕ. Çавăн пекех ĕç хучĕсене — ĕç хăрушсăрлăхĕн нормисене епле пăхăнса ĕçленине, инструктаж журналĕсене тата ытти документсене те тĕрĕслеççĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика