2ff1a0542dda4c5ba60fb95cd386be01Чăваш Республикинче кăçал «Агропромышленноç комплексĕнчи кадрсем» регион шайĕнчи проект старт илнĕ. Унăн тĕллевĕ — отрасле ăнăçлă аталантармалли çĕнĕ кадрсем хатĕрлесси. Çак проект «Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн технологи тивĕçтерĕвĕ» федераллă программа шайĕнче пурнăçланать. Унăн тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме 64,3 миллион тенкĕ уйăрнă. Проект çамрăксене отрасле илĕртме хăтлă условисем туса хума, пулас профессионалсене вĕрентессин пахалăхне ÿстерме май парĕ.

«Агропромышленноç комплексĕнчи кадрсем» проект шайĕнче агроклассем йĕркеленеççĕ, вĕрентÿ программисем, професси вĕрентĕвĕн программисем çĕнелеççĕ, отрасльпе çыхăннă аслă вĕрентÿ заведенийĕсемпе çыхăну тытса тăраççĕ», - палăртать ЧР ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Инна Волкова.

Проектăн тĕп енĕсем: ял территорийĕсенчи ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсем валли граждансем вĕрентсе хатĕрлесси, вĕренекенсене практика тухма тата ĕçлеме ялсенчи ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсем патне илĕр­тесси, специалистсене найм килĕшĕвĕпе пурăнмалли çурт-йĕр хăпартса е туянса парасси, АПК сферинчи тĕп проектсене пурнăçлама хавхалантармалли тÿлевсем урлă специалистсене явăçтарасси, АПК предприятийĕсене квалификациллĕ рабочисене тата вăтам шайри специалистсене илĕртмешкĕн объектсене модернизацилесси.

Аса илтеретпĕр, паянхи кун Чăваш Республикинче агротехника класĕсем йĕркелемелли пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 7 вăтам шкула палăртнă. Çак шутра Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул та пур.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика