photo 2025 08 06 14 36 44Август уйăхĕн 1-мĕшĕнче каçпала кĕтеснерсем, поэзине юратакансем, Василий Алентей паркне йышлăн пухăнса паркри саксем çине ларса тухрĕç. Кунта ялти культура çурчĕн ĕç планĕпе килĕшÿллĕн поэзии каçĕ пулса иртрĕ.

Алентей тусĕсем,

Кĕтеснер çыннисем

Ун тивлечĕпеле,

Унăн ячĕпеле

Пухăнаççĕ парка кĕр енне.

Ак паян та килсе

Алентейĕн паркне

Юлташпа тĕл пулма,

Пĕр-пĕрне ал пама,

Чун-чĕре ăшшипе калаçма.

Алентей йывçисем –

Пит илемлĕ вĕсем.

Ав, шур хурăн пĕри,

Юнашарах тепри –

Алентейĕн юратнă йăмри.

Кунĕ ырă паян.

Çапла пултăр ялан

Çак паркра савăнма,

Пухăнса калаçма,

Тĕрлĕрен сăвăсем вулама.

Çак сăвăпала вырăнти таврапĕлÿçĕ, В.Алентей ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ Анатолий Иванов поэзи каçне уçрĕ. Вăл малтанах 1930-мĕш çулсенче сăвăсем çырнă Василий Егоровăн пурнăçĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Çавăн пекех тепĕр Кĕтеснер çыннине Михаил Терентьева та аса илчĕ. М.Терентьев полковник нумаях пулмасть «Князь Д.М. Пожарский и охрана границы» ятлă историллĕ кĕнеке çырса кăларса ентешсене тĕлĕнтернĕччĕ. Пухăннисем тепĕр сăвăçăн Анна Яковлеван /Ильинан/ ятне пуçласа илтсе кăсăкланчĕç. Вăл Кĕтеснер ялĕнче çуралса пуçламăш классенче Кĕтеснер шкулĕнчех вĕреннĕ. А.Иванов Анна Яковлеван биографипе, творчествипе паллаштарчĕ, унăн «Чĕререн тухакан сăмахсем» ятлă кĕнекинчи «Пĕрремĕш вĕрентекенĕм», «Василий Алентей», «Тав тăватăп» тата «Çитсе курас килет Кĕтеснере» ятлă сăвăсене хавхаланса вуласа пачĕ. /Анна Яковлева çинчен «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн 2025 çулхи 28-мĕш номерĕнче тупса вулама пулать/.

Малалла поэзи каçне килнисем те сăвăсем вулама пуçларĕç. Малтанах шкул ачисем Валерия Казанцевăпа Маша Иванова хăйсен сăввисене каласа пачĕç. Унтан çитĕн­нисем Елена Ларионова, Надежда Владимирова, Георгий Егоров, Анатолий Григорьев, Галина Викторова, Семен Викторов хăйсен тата паллă поэтсен сăввисене вулама тытăнчĕç. Халичченхи пекех Антонина Палайтиене пурне те тĕлĕнтерчĕ. Вăл, 90 çулалла çывхарса пырать пулсассăн та, ял çинчен çырнă хăйĕн сăввине пĕр чарăнмасăр 10 минут хушши каласа пачĕ. Алексей Скворцов сăмах каласа, сăвă вуласа парса пурне те «Кĕтеснер ялĕн гимнĕ» ятлă юрра юрлаттарчĕ. Юлашкинчен пурте ушкăнпа тăрса фото ÿкерчĕç.

Ялта парк ĕрчетсе яни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ япала. Анчах та парк туса лартнипе кăна çырлахмалла мар-çке, ăна куллен пăхса тасатса тăмалла. Хулари парксенче çав ĕçсене ятарлă специалистсем, ЖКХ бригадисем туса пыраççĕ. Ялта вара? Ялта ун пек служба çук. Çапах та поэзи каçĕ тĕлне Алентей паркне пур енчен те тасатнă, курăксене шал енчен те, тул енчен те çулса пуçтарнă. Парка пăхса тăрас пирки уяв каçĕнче те калаçу пулчĕ. Тухса калаçакансем пĕр сасăллă пулса парка пăхса тăнăшăн Василий Степановичăн ачисене, уйрăмах Нина Васильевнăна – паркăн чăн-чăн хуçине, çавăн пекех Антонина, Юрий Ивановсене тав турĕç. Унсăр пуçне ку енĕпе тав сăмахне тивĕçлĕ парк çумĕнче пурăнакан Михайловсен, Мефодьевсен, Платоновсен, Пегеевсен, Павловсен çемйисем те. Поэзи уявĕ умĕн парка тирпейлесе нумай ĕçсем тунă Валентина Михайлова, Валентина Григорьева, Роберт Иванов тата çывăхра пурăнакан ытти çынсем те.

Уяв вĕçленсессĕн те ветерансем саланса пĕтмерĕç-ха. Вĕсем саксем çине ларса нумайччен асаилÿсен тыткăнĕнче пулчĕç. Поэзи каçĕ пурне те килĕшрĕ. Малашне те Алентей паркне пуçтарăнсах тăрас терĕç.

Алексей СКВОРЦОВ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика