Чулкасри тата Арапуçĕнчи территори пайĕсем хăйсен территорийĕсенче пурнăçланă ĕç-хĕл тăрăх чи лайăх кăтартусемпе палăрнă.

Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви округсен администрацийĕсен территори пайĕсен ĕçĕ-хĕлне, вĕсем пурнăçланă ĕçсене, тунă çитĕнÿсене, кăтартусене тишкерсе çĕнтерÿçĕсемпе призерсене палăртнă. Комиссие регионти 14 муниципаллă пĕрлешÿрен 48 заявка тăратнă, 10 округри 33 заявка 2-мĕш тапхăра куçнă.

Вăрмар муниципаллă округĕнчи территори пайĕсем те комисси суйлавĕ витĕр тухса призлă вырăнсене йышăннă.

1001-1500 çын пурăнакан ял тăрăхĕсем хушшинче Чулкасри территори пайĕ 3-мĕш вырăн йышăннă. Территори пайĕн начальникĕ — Георгий Васильевич Усков. Арапуçĕнчи территори пайĕ те 3-мĕш вырăна тухнă — 1001-3000 çын пурăнакан ял тăрăхĕсем хушшинче. Территори пайĕн начальникĕ — Евгений Михайлович Спиридонов.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Дипломĕсене тивĕçĕç.

Надежда ШИШКИНА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика