Акă, Пăртас ялĕн çынни çинчен пĕлтерни /паспорчĕ/:

«Иван Романович Романов 1807 çулхи февралĕн 16-мĕшĕнче çар хĕсметне тăнă. Чăваш, тĕне кĕнĕ.

1812 çулхи вăрçăра пулнă, Можайск патĕнчи çапăçура сулахай урине, чĕркуççирен аяларах, пăшал пульли витĕр шăтарса тухнипе аманнă.

Килте отпускра пулман, штраф илмен, хутла пĕлмест, 37 çулта, авланман. Унăн паллисем: çÿллĕшĕ - 2 аршăн та 6 вершук, тĕттĕм сăнлă, куçĕ хăмăр, çутă çÿçлĕ, сăмси шĕвĕр те пĕчĕк, вырăсла таса калаçаймасть.

Инвалид пулнăран Çар министерстви хушăвĕпе хĕсметрен хăтарнă, тăванĕсем патне кайса хăйĕн пурнăçĕпе пурăнма ирĕк панă…1814 çулхи март уйă­хĕ».

Шăхаль ялĕн çынни Федор Гаврилович Гаврилова çар хĕсметне 1803 çулхи ноябрĕн 23-мĕшĕнче илнĕ. Вăл: «… чăваш, тĕне кĕнĕ. 1807 çулта Пруссире Пултуск, Гейльсберг хулисем патĕнчи çапăçусене хутшăннă. 1808 çулта Швецире Умео патĕнче, 1812 çулта французсене хирĕç Полоцк çывăхĕнче çапăçнă. Кунта сылтăм урин тупанĕнчен, сулахай пĕççинчен пăшал пульлинчен аманнă, сулахай пĕççине картечь сиенленĕ.

Хальхи вăхăтра Гаврилов Çар министерстви хушăвĕ­пе инвалид пулнăран, тăванĕсем патне вĕсен шучĕпе пурăнма каять. Ялта пурăнса саккунпа палăртнă ремеслапа е ытти ĕçпе ĕçлеме пултарать. Унăн хăйне тивĕçлĕ, йĕркеллĕ тытмалла, тирпейлĕ тăхăнмалла, сухалне хырмалла, ыйткаласа çÿремелле мар, саккуна пăсассинчен сыхланмалла, вырăнти общество тата халăх правительствине пăхăнмалла, сиенлĕ ĕçсем тусассăн айăплав пуласран шикленсе тăмалла. Вăл çапăçусенче аманса сусăрланнине кура пур хисеппе пулăшăва тивĕç. Хăйне кам та пулин кÿрентерсен е хĕстерсен унăн вырăнти влаçа е уесри земство правительствине шалăп памалла, вĕсен ăна саккунпа пăхăнса пулăшу кÿмелле. Хулара-и, земство судĕнче-и çак паспорта кăтартмалла…

Хусан, 1814 çулхи августăн 3-мĕшĕ».

Кивĕ Вĕренер çыннине Абрам Иванова çар хĕсметне 1812 çулхи сентябрь уйăхĕнче илнĕ. 1813 çулта Пруссире, Саксонире походра пулнă. Дрезден хули патĕнчи çапăçура сылтăм уринчен пăшал пульли амантнă. Çакăн пирки вăл Çĕрпÿре инвалид командинче тăнă чухне каласа панă. Иванов – рядовой, 28 çулта. Кивĕ Вĕренере тăванĕсен тата хăй шучĕпе пурăнма янă. Çавна ĕнентерсе 1815 çулхи март уйăхĕнче паспорт панă.

Сĕнтĕр ялĕн çынни Родион Дмитриев 1812 çул çар ретне тăнă. Рядовой. Походсенче пулнă. Вăл – чăваш, тĕне кĕнĕ. Аманнине кура Çĕрпÿре инвалидсен командинче тăнă. 1815 çулхи майăн 25-мĕшĕнче паспорт парса ялне тăванĕсен пăхса пурăнмалла тесе ăсатнă.

Пăртас ялĕн çынни Çĕрпÿре инвалидсен командинче тăракан Емельян Клементьев, хăй пирки 1815 çулхи июлĕн 6-мĕшĕнче çапла каласа çыртарнă: «1812 çулта çар хĕсметне тăнă. 1813 çулта ют çĕршывсенче пулнă. Пруссире, Саксонире, Цессарире çапăçусене хутшăннă. Лейпциг хули çывăхĕнче французсемпе çапăçнă чухне аманнă».

«Денис Антипов, - тенĕ тепĕр паспортра. – Кавал ялĕн çынни. Чăваш. Тĕне кĕнĕ. Рядовой. Çĕрпÿре инвалидсен командинче тăрать. 1812 çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕнчен хĕсметре шутланать.

Походсенче çÿренĕ, килти отпускра пулман, штраф илмен. 1813 çулта чирленипе сулахай ури кукăрăлса ларнă.

1815 çулхи сентябрĕн 6-мĕшĕнче паспорт парса тăван ялне çывăх çыннисен тата хăй шучĕпе пурăнма ăсат­нă».

Çĕнĕ Вăрмарта /халĕ – Кĕтеснер\ Ларион Егорова 1812 çулхи октябрĕн 12-мĕшĕнче çара илнĕ. Вăл 14-мĕш гренадерсен егерь полкĕнче хĕсметре тăнă. Ун пирки паспортĕнче çапла çырнă: «Ларион Егоров экономика хресченĕсен йышĕнчен, рядовой, 1813 çулхи августăн 6-мĕшĕнчен ют çĕршывсенче пулнă, Варшава герцогствинче çапăçусене хутшăннă. Унтанах каялла Раççее таврăннă.

Хутла пĕлмест, килти отпускра пулман, штраф илмен, авланман, 26 çулта. Çÿллĕшĕ 2 аршăн та иккĕ çурă вершук, пичĕ тĕттĕм сăнлă, çÿçĕ хура, куçĕ хăмăр, сăмси кукăртарах.

Хальхи вăхăтра Егоров, сывлăх тĕлĕшпе çара юрăхсăр, çавăнпа ăна хĕсметрен хăтарса хăй шучĕпе пурăнма малтан пурăннă çĕре тăванĕсем патне кайма е хăйĕн кăмăлĕпе хуть хăш хулара е уесра пурăнма ирĕк панă.

Вильнюс хули, 1815 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕ».

Пинер ялĕнче çуралнă Ефрем Степанова çара 1812 çул илнĕ. Вăл çапăçусене хутшăннă. Тăшман пульли ăна сылтăм уринчен, чĕркуççирен аяларах лексе амантнă, сылтăм аллинчи пысăк пÿрнине татнă. Çĕрпÿ хулинчи инвалид командинче сипленнĕ рядовой салтака 1815 çулхи октябрĕн 9-мĕшĕнче паспорт панă.

Кĕçĕн Вăрмар ялĕнче çуралнă Василий Ефимовăн паспортне вулама интереслĕ. Темиçе страницăллă хутра чăваш салтакĕн хĕсметри çул-йĕрне пĕтĕмпех пĕлме пулать. Патша çарĕнче 25 çул тăрса мĕн-мĕн курман-ши вăл?

«… Паспорт кăтартакан çын - Çĕрпÿ уесĕнчи Кĕçĕн Вăрмар ялĕнчи патшалăх хресченĕ Василий Ефимов, чăваш, артиллери батарейинче 42-мĕш ротăра гандлангер пулса хĕсметре тăрать.

1789 çулхи апрелĕн 21-мĕшĕнче футлер пулнă, 1803 çулхи августăн 17-мĕшĕнчен – гандлангер. 1789 çултан тытăнса 1790-мĕшчен Финляндире походра пулнă, 1806 çулхи октябрĕн 21-мĕшĕнчен Пруссире французсемпе çапăçнă. 1812 çулхи июлĕн 30-мĕшĕнче Раççейре Свольна юханшывĕ çывăхĕнче… ноябрĕн 16-мĕшĕнче Березино юханшывĕ патĕнчи çапăçусене хутшăннă… 1813 çулхи февраль уйăхĕнчен пуçласа 1814 çулхи июлĕн 27-мĕш­чен чикĕ леш енче çÿренĕ, тĕрлĕ хуласемпе çĕрсене французсенчен тасатнă, Лейпциг, Париж хулисене çĕнсе илессишĕн çапăçнă. 1815 çулхи апрелĕн 26-мĕшĕнче Саксони, Силези, Бавари, Франци территорийĕсем урлă Тăван çĕршыва таврăннă.

Штраф илмен, отпускра пулман, хутла пĕлмест, хусах. Унăн паллисем: 2 аршăн та 4,5 вершук, çутă сăнлă, çутă-тĕттĕм çÿçлĕ, куçĕ сăрă, сăмси каçăр, тытăнчăклă калаçать.

Хальхи вăхăтра Василий Ефимов 25 çул çарта тăрса хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçланăран, хĕсмете вĕçлесе малтан пурăннă вырăна Кĕçĕн Вăрмара тăванĕсем патне таврăнма пултарать е хăй ăçта пурăнас тет çавăнта каяять.

Паспорта 1815 çулхи декабрĕн 10-мĕшĕнче Ратно çывăхĕнче маршра панă».

/Вĕçĕ пулать/.

Василий ЦЫФАРКИН

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика