Владимир ТОЛМАТОВ

Пирĕн енче Çĕнтерÿ!

Сукмак çине ÿкрĕ сар çулçă тăрук,

Çамрăксем кутамкка пуçтараççĕ...

Пире хăратасшăн темле ăçтиçук,

Раççее илме çук — ăнланмаççĕ.

Хĕçпеле килекен хăй те вилĕ хĕçрен -

Астумашкăн çакна пит-ши йывăр?

Авалтан тĕле вĕçнĕ вăл пирĕн çĕмрен.

Халь те пулĕ çаплах-çке-ха, пĕлĕр!

Йывăр самант пур çынна чăмăртать,

Эп – чăваш, эсĕ вырăс темеççĕ.

Пĕтĕм Раççей пĕр рете кар тăрать,

Ун чухне тăшмансем илеймеççĕ...

 

Тÿпере тĕл пулччăрах

/хам нихçан курман асаттене Толмат Федорова, кукаçине Матвей Михайлова асăнса/

Кун, эрне те, уйăх та çулсем

Сисĕнмесĕр хăвăрттăн шăваççĕ,

Çук тепĕр çын унта пулнисенчен -

Асăмран çавах вĕсем тухмаççĕ.

Эп нихçан курман асаттене

Питĕ ырă сăмахсем каласшăн.

Тĕл пулман нихçан кукаçине

Пурăнăçшăн питĕ тав тăвасшăн.

Пухăнсан пĕрле кĕрекере

Сăмаххи вĕсен самай тăслатчĕ...

Мĕн-ха тăвăн, пурнăç - чĕмере,

Тÿпере халь курнăçса калаçчăр.

 

Чечексем - салтаксем

Салтак тÿми* чечекĕн варри сарă,

Чăваш ялавĕ – сарă тĕспеле.

Миçе салтак, пиншер салтак пĕр харăс,

Кайман-ши вăрçă хирĕ еннелле?

Пĕри-тепри çак чечеке, тен, курнă

Шав тупăсем кĕрленĕ чух фронтра.

Çапах та чăвашсем чылайăш юлнă

Мускав çывăхĕнче, Сталинградра.

Юнпа пĕвеннĕ çĕр ун чух кисреннĕ,

Чечек пирки никам та шутламан,

Анчах чунпа çапах та пуль ĕненнĕ

Çак чечеке киле çитсен курма.

Пÿрмен. Шăпа-çке – эс унран иртеймĕн...

Çапах ÿсеççĕ халь те «тÿмесем».

Эп ĕненетĕп, эсĕ, тен, ĕненмĕн -

Вĕсем-çке пуçне хунă салтаксем.

Кивĕ Вăрмар ялĕ

* Салтак тÿми – ромашка чечекĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика