5d443f3bf250440986b36b8a9f1e9ea5Чăваш Республикинче электроэнергетика аталанăвĕн 2035 çулчченхи Стратегине сÿтсе явнă, канашлăва пухăннисем ăна ырласа хăварнă. Асăннă документа отраслĕн чи пысăк энергетика компанийĕсемпе эксперчĕсем пĕрле хатĕрленĕ. Вăл республика Пуçлăхĕ Олег Николаев витĕм кÿнипе комплекслă ĕçĕн кăтартăвĕ пулса тăнă. Стратеги халăх пурнăçĕн пахалăхне ÿстерме, экономикăна аталантарма тата энергетика сферине хальхи технологисене ĕçе кĕртме май парĕ.

Стратегин тĕп тĕллевĕ – кашни киле, социаллă сферăри объектсене, пĕр сăмахпа каласан, республикăри кашни предприятипе организацине хăрушлăхсăр тата сиенсĕр электричествăпа шанчăклă тивĕçтересси. Республикăра электричество тетелĕ талăкĕпе пĕр чарăнми ĕçлет, энергетиксем учрежденисемпе предприятисене тата пирĕн çуртсемпе хваттерсене çутăпа тата ăшăпа тивĕçтерес тесе пĕтĕм вăя хураççĕ.

Кулленех вĕсем электричество хăватне валеçекен тетелсене юсаса çĕнетеççĕ, çакă та çутăпа тивĕçтерес ĕç пахалăхне çÿлерех шая çĕклеме пулăшать. Сыв­лăш линисене те юсасах тăраççĕ. Палăртма кăмăллă, подстанцисенчи оборудованине тĕп­рен юсаса çĕнетеççĕ, вĕсем паянхи пурнăç таппипе тÿр килсе тăраççĕ. Комплектлă трансформатор подстанци­йĕсене тата сывлăш лини­йĕсене тишкерес енĕпе ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Çавăн пекех предприятисем çĕнĕ технологисене пăхăнса электроснабжени тытăмне кĕртмелли программăна пурнăçлаççĕ: линисене автоматизацилеççĕ, «ăслă счетчиксем» лартаççĕ.

«Стратегие Шупашкар агломерацине, тĕревлĕ пурăнан вырăнсене, рес­пуб­ликăн ытти пурнăç сферисене аталантарас тĕллевпе хатĕрленĕ. Пур ĕçсене те лайăхлатса пымалла пирĕн, пĕр вăхăтрах электроэнергипе, çав шут­ра генерацин альтернативлă формисене аталантармалла, перекетлĕ усă курмалли культурăна аталантармалла, хĕвел генерацийĕн мелĕсемпе анлăрах усă курăпăр. Шуршăлта хута каякан энергоцентр ĕçне курса хаклăпăр.

Красноармейски муниципаллă округĕнче ĕçлĕ çулçÿревре пулнă май, çакна та палăртас тетĕп: станцие 52 киловатлă кăна туса хурса вĕсем пĕчĕк муниципалитета пурăнма кирлĕ функцие тивĕçтерес тесе электроэнерги хакне чылай перекетлеççĕ. Çакăн пек ăнăçлă практикăсене пур çĕрте те пурнăçа кĕрт­сен аван пулнă пулĕччĕ», – тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

«Энергетика аталанăвĕн малашлăхĕ отрасле пысăк квалификациллĕ специалистсемпе тивĕçтернинчен те килет. Кунта пĕрремĕш плана вузсен хушшинчи кампус проекчĕ тухать, вăл регион аталанăвĕшĕн нумай функциллĕ пĕлтерĕшлĕ: ку вăл кадрсем хатĕр­лесси те, опытпа конструктор ĕçĕсем те, ăслăлăхпа тĕпчевсем те. Çаксем пĕтĕмлетсе республикăн инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерĕç», – тенĕ Олег Алексеевич.

Паян Чăваш Енĕн энергетика системи пин-пин километр электропередача линине, вун-вун подстанцине тата тĕп объекта – Шупашкар ГЭСне кĕртет. Анчах та инфраструктурăн чылай пайне 1960–1970-мĕш çулсенчех туса ларт­нă, модернизаци кирлĕ. Çав вăхăтрах регион промышленноçĕ хастар аталанса вăй илсе пырать: заводсем тăваççĕ, технопарксем хута каяççĕ тата ятарлă экономика зонисем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ – вĕсем пĕтĕмпех энергие кирлĕ чухлĕ шанчăклă тивĕçтерме, хăвата ÿстерме витĕм кÿреççĕ.

Чăваш Ен электроэнерги тухăçлăхĕпе Раççейре 12-мĕш вырăн йышăнать ĕнтĕ, энергин çĕнелекен çăлкуçсен сферинче чи ăнăçлă индустри регионĕ тесе йышăннă. Çакă Шупашкарти ГЭС ĕçне тата Çĕнĕ Шупашкарта хĕвел модулĕсем туса кăларнине пула пулса пырать. Электросетьсенчи хуçасăр объектсен шучĕ вара юлашки тăватă çулта вунă хута яхăн чакнă. Ку та паха кăтарту.

Республикăн энергетика тытăмне 2035 çулччен 40 млрд тенке яхăн инвестици хыв­ма палăртнă. Укçа-тенке подстанцисене тума тата юсаса çĕнетме, тĕрлĕ кирлĕ хатĕрсене çĕнетсе улăштарма, «ăслă счетчиксем» вырнаçтарма тата ытти ĕçсене те тума тăкаклĕç.

Стратегин пĕлтерĕшлĕ па­йĕ – электротранспорт валли инфратытăм аталантарасси. Паянах Чă­ваш Енре 55 станци ĕçлет, 2024 çулта вĕсем пурĕ те 34 çеç пулнă. 2027 çул тĕлне вара вĕсен шучĕ 189 çитме пултарасса хыпарлаççĕ специалистсем. Сăлтавĕ те паллă, регионта электромобильсем йышланса пыни куç кĕретех. Паянхи пурнăç таппипе тÿр килсе пурăнни сисĕнет. Экологи тĕлĕшĕнчен паха транспорта кăмăл тăвакансен йышĕ ÿссех пырать республикăра.

ЧР ПА пресс-служби

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика