Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви «Даннăйсен экономики тата патшалăхăн цифра трансформацийĕ» наци проекчĕ тата «Социаллă сфера отраслĕсенчи цифра платформисем» федераллă проект шайĕнче Патшалăх тата муниципаллă пулăшусен пĕрлехи порталĕнче /gosuslugi.ru/ çĕнĕ тăватă электрон пулăшăвĕ хута янă. Регионта хальхи вăхăтра 118 тĕрлĕ пулăшу пур, вĕсенчен 89-шĕ — социаллă пĕлтерĕшлисем. «Пĕлтерĕшлĕ пулăшусене электронлă формата куçарни республикăра пурăнакансен тĕллевĕсене оперативлă тата офиссем тăрăх çÿремесĕр татса пама май парать», - палăртнă Чăваш Ен Цифра аталанăвĕн министрĕ Михаил Степанов. «Профильти даннăйсем хăй тĕллĕнех куçни заявленисене йĕркеленĕ чухнехи вăхăта чакарать тата техника йăнăшĕсене сахаллатать», - хушса каланă вăл.
Çĕнĕ сервиссем Чăваш Енре пурăнакансене пурăнмалли çурт-йĕре инвалидсене кирлĕ пек хатĕрленине дистанци мелĕпе йĕркелеме, медицина тата фармацевтика ĕçченĕсене квалификаци категорийĕ панă чухнехи документсен пакетне пама, ятарлă çар операцийĕн участникĕсене патшалăх пурлăхĕшĕн аренда тÿлевĕн срокне тăстарассине ыйтса илме, Чăваш Республикин пурлăхне харпăрлăха е тÿлевсĕр усă курма торги ирттермесĕр илме е маларах тунă килĕшÿсене улшăнусем кĕртме май параççĕ.
Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ
