Тикаш ял тăрăхĕнче пурăнакансем те Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарса янă «Сывлăх патне – утăм» проекта активлă хутшăнчĕç.
Августăн 7-мĕшĕнче Тикаш ялĕнче «Сывлăх патне – утăм» проект шайĕнче йĕркелесе янă мобильлĕ сывлăх пункчĕ ĕçлерĕ. Çак кун Хĕрлĕçыр, Çĕнĕ Вĕренер ялĕсенче пурăнакансене те сывлăхне тĕрĕслеттерме илсе çитернĕ пулнă кунта, каялла та леçнĕ.
Палăртма кăмăллă, «Сывлăх патне – утăм» проект шайĕнче ĕçленĕ мобильлĕ сывлăх пунктĕнче Тикаш ял тăрăхĕнчи 170 çын хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттерме пултарчĕ. Ял халăхĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацине, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацине, Вăрмарти тĕп больницăн, Тикашри, Хĕрлĕçырти фельдшерпа акушер пункчĕсен ĕçченĕсене çакăн пек питĕ кирлĕ тата пĕлтерĕшлĕ мероприяти йĕркелесе ирттернĕшĕн тав тунă, çав тери кăмăллă пулнине палăртнă.
Валерий НАРСОВ, Тикашри территори пайĕн начальникĕ
