Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе ĕçлесе кайнă «Хаваслă çу кунĕсем» проект шайĕнче Мăнçырмара Физкультурник кунне халалласа спорт уявĕ иртрĕ. Ла­йăх кăмăл-туйăм хуçаланчĕ çак кун, хаваслă кулă, çĕкленÿллĕ юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Стадионта чăн-чăн чемпионсем пухăнчĕç тейĕн — ача садне çÿрекенсенчен пуçласа активлă кукамай-асаннесемпе кукаçи-асаттесем таранах.

«Спорт темиçе ăрăва пĕр­лештерет» — çак ятпа ирт­рĕ мероприятин тĕп лозунгĕ. Участниксем пур кăмăлтан çă­мăл атлетика енĕпе «Хавас­лă стартсем» чупăва, дартс енĕпе «Вичкĕн куç» турнира, шашка вăййисене хутшăнчĕç, михĕсем тăхăнса чупассипе, турник çинче туртăнса тата кĕлеткене алă çинче çĕклесе ăмăртрĕç. Спорт уявĕ тивĕçлипех иртрĕ, вăл пурне те çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, пĕр-пĕринпе хутшăнса хавхаланмалли самантсем те парнелерĕ. Участниксем спорт вăл çĕнтерÿпе рекордсем кăна мар, савăнăç, сывлăх, çемьери çирĕп çыхăнусем те пулнине çирĕп­летсе пачĕç.

«Çакăн пек мероприятисем ирттерни – ачасене активлă пурнăçпа туслă пулмаллине кăтартакан чи лайăх мел. Физкультурник кунĕ çакна чăннипех те çирĕплетсе пачĕ», - пĕл­тернĕ хăйĕн шухăшне спорт уявне хутшăннă амăшĕсенчен пĕри.

Юлашкинчен çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Хисеп хучĕсемпе асăнмалăх медальсемпе, пылак парнесемпе саламланă. Спорт уявĕ чылайлăха асра юлĕ.

Эльза КУЗНЕЦОВА, Мăнçырмари культура çурчĕн заведующийĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика