photo 2025 08 13 14 19 08Санкт-Петербургри чăвашсен наци культура автономийĕн председателĕ, Пысăк Енккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Валериан Анатольевич Гаврилов тăван тăрăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăклансах тăнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар ĕнтĕ. Ку хутĕнче те отпуска килсен хăйĕн мăшăрĕпе пĕрле Вăрмарти историпе таврапĕлÿ халăх музейне çитсе курчĕç. Пур зала çитсе кĕрсе унти экспонатсемпе паллашрĕç, кунти аваллăх управçи пуяннине палăртрĕç. Пушă алăпа килмен Валериан Анатольевич, хăй Санкт-Петербург­ри П.Ф.Лесгафт ячĕллĕ наци патшалăх университечĕн доценчĕ пулнă май, çак паллă биолог, анатом, антрополог, врач, педагог патне пирĕн паллă просветитель И.Я.Яковлев янă çырăвĕн копине музее парнелерĕ. Ку экспонат Иван Яковлевича халалланă экспозицине татах пуянлатма пулăшĕ. Хăнасем музей кĕнеки çине хăйсен шухăшĕсене те çырса хăварчĕç.

Галина КОРЫТНИКОВА, музей экскурсовочĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика