Шупашкар хули август уйăхĕн 16-17-мĕшĕсенче 556-мĕш çуралнă кунне паллă тума хатĕрленет.

Кăçал тĕп хулара пурăнакансемпе хăнасене мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕтĕç? Культура управленийĕн пуçлăхĕ Людмила Маркова пĕлтернĕ тăрăх, кăçал уяв мероприятийĕсем валли виçĕ пысăк лапам — Юрă уйĕ, Мускав çыранĕ тата Хĕрлĕ тÿрем — уйăрнă. Кунсăр пуçне парксенче, нумай хутлă çуртсен картишĕсенче 40 ытла мероприяти ирттерме палăртнă.

Юрă уйĕ спорт мероприятийĕсен тĕп вырăнĕ пулса тăрĕ. Вĕсене юрă-кĕвĕ пуянлатĕ. Чăваш Енри юрăçсем, çавăн пекех Чулхуларан, Хусантан килнĕ коллектив­сем уяв кăмăлĕ парнелĕç.

Хĕрлĕ тÿремри тĕп мероприяти «Русское лето. ZаРоссию» фестиваль пулĕ. Ăна йĕркелекенсен шутĕнче — «Халăх фрончĕ». Общество юхăмĕн представителĕсем «Пĕтĕмпех Çĕнтерÿ валли» лапам йĕркелĕç. Унта вĕсем гуманитари пулăшăвĕ, граждансене харпăр хăй ыйтă­вĕсемпе йышăнĕç, «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» фонд специалисчĕсем консультаци парĕç.

Хĕрлĕ тÿремре «Шупашкар çемйи» парад пулĕ. Çемьесем валли пултарулăх, спорт, интеллект тупăшăвĕсем йĕркелĕç. Мускав çыранĕнче вара иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенчи пурнăç вĕресе тăрĕ.

Хула кунне чăваш эстарада юрăçисем, Шупашкарти коллективсем юрă-ташăпа пуянлатĕç. Уява «Иванушки International» ушкăн пысăк концертпа вĕçлĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика