«Финанс пĕлÿлĕхĕн никĕсĕсем» прог­рамма тата «Çемье» наци проекчĕ шайĕнче Вăрмарти халăха со­ци­аллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн çемьепе ĕçлекен специа­лисчĕ Антонина Кошкина ачасем валли тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе ирттернĕ.

«Тратим разумно, сберегаем и экономим» темăпа иртнĕ калаçура ачасем укçапа тĕрĕс мĕнле усă курмаллине пĕл­нĕ, укçана перекетлемелли çăмăл мелсемпе паллашнă.«Техника безопасности использования банковских карт» вăйăра ачасем финанс тĕнчи тăрăх «çулçÿрев­ре» пулнă. Вĕсем дебет тата кредит карттисене уйăрма вĕреннĕ, вĕсен пиччен тата тÿнтер енĕсенче мĕн çырнине ăнланма хăнăхнă. «Монетный двор» занятинче вара хăйсене чăн-чăн ÿнерçĕсем пек туйма пултарнă, харпăр хăйсен укçине шутласа тупса ÿкернĕ.

Антонина Кошкина специалист палăртнă тăрăх, çакăн евĕр мероприятисем çитĕнекен ăрушăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем ачасен финанс пĕлÿлĕхне ÿстереççĕ, перекетлĕхе хăнăхтараççĕ, банк карттисемпе хăрушлăхсăр усă курма вĕрентеççĕ.

Ачасен сывлăхне çирĕплетмелли «Романтика» лагерьте те 4-мĕш сменăра канакан аслă ÿсĕмри воспитанниксемпе «Финансовая гармотность: успешное управление деньгами» лекци иртнĕ. Лекцие «Знание» Раççей обществин лекторĕ Татьяна Гаврилова ирттернĕ. Пухăннисем укçа мĕн тума кирлине сÿтсе явнă, расхутсене тĕрĕс йĕркелеме вĕреннĕ, финанс пĕлÿлĕхĕн принципĕсемпе паллашнă.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика