Паспорта 1815 çулхи декабрĕн 10-мĕшĕнче Ратно çывăхĕнче маршра панă».
«Енкасси ялĕнче çуралнă Трофим Никифорова çара 1812 çулта илнĕ. 2-мĕш егер полкĕнчи рядовой. Рига, Полоцк, Смоленск патĕнчи çапăçусене хутшăннă.
1813 çултан тĕрлĕ çĕршывсенче походсемпе çапăçусенче пулнă, вăл 32 çулта, авланнă. Арăмĕ - Агрофена Семеновна, ача çук. Чире пула сулахай ури кукăрăлса ларнă. 1816 çултанпа Çĕрпÿре инвалидсен командинче тăнă. Халĕ тăванĕсем патне пурăнма каять», - тенĕ тепĕр паспортра.
Чупай ялĕн çынни Максим Степанов Тинĕс çар флотĕнче хĕсметре пулнă. Ун пирки паспортра акă мĕн каланă:
«Максим Степанов Чупай ялĕнчи хресчен, 3-мĕш флот экипажĕн матросĕн тивĕçĕсене пурнăçланă.
Хĕсмете 1812 çул тăнă та 1817 çулччен пулнă. Походсемпе çапăçусене хутшăннă.
Штраф илмен, отпускра пулман, çырăва пĕлмест, хусах. Унăн паллисем: икĕ аршăн та пилĕк чĕрĕкĕ чухлĕ вершук, кăштах тĕксĕм сăнлă, куçĕ хăмăр, çÿçĕ тĕксĕм çутă, сăмси тÿрĕ. Алли мăкăлтаннине пула Тĕп штабăн инспекци Департаменчĕн хушăвĕпе 1816 çулхи майăн 31-мĕшĕнче Санкт-Петербургра пурăнакан тăванĕсем патне пурăнма тата сипленме янă. Сывалса çитсен, инвалид пулсан та, çывăхри инвалид командине каймалла пулать, хĕсмет çулне тултаричченех унта пулмалла. Паспорта хулара чухне городничие е полицие, уесра земство судне кăтартмалла.
Паспорта Санкт-Петербургра 1818 çулхи майăн 10-мĕшĕнче панă».
Арапуç ялĕнче çуралнă Измаил Федоров «1-мĕш флот экипажĕнче 2-мĕш статьяри матрос шутланнă. Вăл 1812 çулта хĕсмете тăнă, чăваш. 1813 çул матрос ятне илнĕ.
1812-1817 çулсенче походсемпе кампанисенче пулнă.
Штраф илмен, отпускра пулман, çырăва пĕлмест, 29 çулта, çемьеллĕ, арăмĕ – Ирина Григорьева, ачисем – Анна 9 çулта, Мария – 7 çулта, тăван çĕршывĕнче пурăнаççĕ. Унăн паллисем: çÿллĕшĕ икĕ аршăн та пилĕк чĕрĕк чухлĕ вершук, шурă питлĕ, куçĕ сăрă, çÿçĕ çутă-шурă, сăмси вăтам.
Хальхи вăхăтра сулахай алли ĕçлеменнипе Тĕп штабăн Инспектор департаменчĕн 1816 çулхи майăн 31- мĕшĕнчи хушăвĕпе Санкт-Петербург хулинче пурăнакан тăванĕсем патне янă. Паспорта 1818 çулхи майăн 10-мĕшĕнче панă».
Кĕçĕн Вăрмар ялĕнче çуралнă Ефим Артемьев хресчен ĕçĕпе пурăннă. Ăна 1812 çулта çара илнĕ, 14-мĕш флот экипажĕнче матрос пулнă.
1813 çултан пуçласа 1816 çулччен вăрçă кампанийĕсенче çÿренĕ.
Вăл 33 çулта, авланнă, Марфа ятлă хĕрача пур, çÿллĕшĕ 2 аршăн та тăваттă виççĕмĕш вершук чухлĕ.
Паспорта Санкт-Петербургри гарнизон батальонĕнче 1818 çулхи июнĕн 18-мĕшĕнче панă».
Пăртас ялĕнче çуралнă Петр Елизарович Елизаровăн хĕсметри ăраскалĕ интереслĕ. «Вăл хресчен, çĕр ĕçĕпе пурăннă. 51 çулта. Унăн паллисем: икĕ аршăн та çичĕ вершук, шурă питлĕ, сăрă куçлă, шурă çÿçлĕ, сăмси вăтам.
Хĕсмете Ревель гарнизонне 1799 çулхи мартăн 25-мĕшĕнче лекнĕ. Тĕрлĕ полксенче тăнă, 1813 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнче Измайлов лейб-гварди полкне куçарнă. 1806 çултан Молдовари, Моравипе Бесарабире е тата ытти çĕрти походсенче пулнă. 1812 çулта Витебск, Смоленск патĕнчи çапăçусене хутшăннă. Августăн 26-мĕшĕнче Бородино ялĕ патĕнчи çапăçура пуля сулахай уринчен, чĕркуççирен çÿллĕрех витĕрех шăтарса тухнă. Сипленсе çитсен 1813-1814 çулсенче Варшава герцогствинче Резерв çарĕнче тăнă, Модлин крепоçне хупăрланă çĕрте пулнă. Унтан Санкт-Петербурга таврăннă.
Авланман, çырулăх пĕлмест, отпускра та, штрафра та пулман.
Хальхи вăхăтра 22 çул хĕсметре тăнă Елизарова Тĕп штабăн Инспекци департаменчĕ хушнипе çартан хăтарнă, унтер-офицер ятне панă, хăйĕн кăмăлĕпе ялне тăванĕсем патне кайса пурăнма е хулана, е уеса вырнаçма пултарать. Отставкăри Елизаров авлансан, ача-пăчаллă пулсан, ачисене ревизие çырмалла мар, хĕсмете илмелле мар, 6 çул тултарсан çывăхри çар çыннисен тăлăхсен уйрăмне вырнаçтармалла /хальхилле ăнлансан, паттăр салтакăн ачисене патшалăх хăй хÿттине илсе пăхса-çитерсе ÿстерессине, çар ĕçне хăнăхтарассине пĕлтерет пулĕ – В.Ц.\
Паспорта Вильнюс хулинче 1821 çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнче панă».
Кивĕ Мăнтăр ялĕнче çуралнă Федор Александрович Александров çар ретне 1808 çулта рекрут пухăвĕпе тăнă. Малтан Хусанта адмиралтействăра çар карапĕ çинчи хĕсмете вĕреннĕ, хăнăхнă. Çав çулах «Ватă Михаил» караппа походра пулнă. 1812, 1813 çулсенче «Миронов» карап çинче, 1815, 1816, 1818 çулсенче «Ифетафия» карап çинче, 1820 çулта «Свеаборг» фрегат çинче тăнă.
/Вĕçĕ пулать/.
Василий ЦЫФАРКИН
