Иртнĕ кунсенче Чупайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта ятарлă çар операцийĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ салтаксен амăшĕсем — Елена Гавриловна Сергеева, Галина Николаевна Николаева тата Елена Николаевна Михайлова — пулса курнă.DjQXNJ3QrdY iHGEKbPtQlEHLo i7Ag8j6PjaSXfgZMXM1CsY acrGvy9cBoylyjA5QRqvwSOxEuezHkEn4hr014

Елена Николаевна Михайлова Чупай шкулне Самара облаçĕнчен килсе çитнĕ. Çĕршывăмăр хăйсен ывăлĕсемшĕн хурланакан тата вĕсемпе мăнаçланакан самана паттăрсене кăна мар, вĕсене астăвăмра упракансене те çуратать. Елена Николаевна — çакăн пек çынсенчен пĕри. Унăн ывăлĕ Роман Юрьевич Михайлов Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуçне хунă. 2022 çулхи кĕркунне мобилизациленнĕскер, 11 уйăхранах вилнĕ. Ывăлне çухатнă хыççăн çак вăйлă хĕрарăм хăйĕн чун ыратăвне ырă ĕçе — паттăрсене ĕмĕрлĕхех астăвăмра хăварассине — çавăрнă.

Елена Николаевна сăвăсем çырса, брошюрăсем кăларса, патриотла проектсем йĕркелесе, тĕрлĕ мероприятисене хутшăнса обществăна мир хак­лăхĕ тата пĕрлĕх пĕлтерĕшĕ пирки аса илтерет. Кăçал Раççейре Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкĕ иртнĕ май, Елена Николаевна пурнăçлакан ĕç уйрăмах мала тухать.

Елена Николаевна — вĕрентÿ ĕçĕн ветеранĕ, талантлă сăвăç. Унăн кашни сăвви — ывăлне тата Тăван çĕршывăн мĕнпур хÿтĕлевçине халалланă палăк тесен те йăнăш мар. Паянхи кун тĕлне вăл 400-е яхăн сăвăлла произведени хайланă. Проза та ют мар уншăн, ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсене халалласа биографиллĕ произведенисен пуххисене хатĕрлет. Хăйĕн килĕнче музей те йĕркеленĕ вăл. Кунта унăн ывăлне Романа тата ытти салтаксене халалланă экспонатсемпе паллашма пулать. Çавăн пекех Елена Николаевнăн пуçарăвĕпе вăл пурăнакан Каменка ялĕнче астăвăм сачĕ те ешерме тытăннă.

Ырă та паха енĕсене кура «Родина-мать» — «Тăван çĕршывăмăр-Анне» тесе чĕнеççĕ Елена Николаевнăна. Вăл патриотла акцисене, астă­вăм меро­прия­тийĕсене, социаллă ĕçсене активлă хутшăнать, куравсем йĕркелет. СВОра ывăлĕсене, мăшăрĕсене çухатнă хĕрарăмсене хăйĕн тĕслĕхĕпе хавхалантарать. Унсăр пуçне Самара, Волгоград, Иваново облаçĕсенчи, Чă­ваш Республикинчи, ытти регионсенчи пуçне хунă паттăрсен тăванĕсемпе тĕл пулсах тăрать. Шкулсенче, культура учрежденийĕсенче пулса хăйĕн опычĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарать.

Елена Николаевнăн кĕнекисем Чупай шкулĕнче те — Паттăр партти çинче — упранаççĕ. Акă халĕ вăл хăй те пирĕн пата килсе курчĕ. Елена Гавриловна Сергеевăпа тата Галина Николаевна Николаевăпа тĕл пулса калаçрĕç вĕсем. Паллах, калаçмалли, сÿтсе явмалли сахал мар пулчĕ салтаксен амăшĕсен, пĕр хуйхăпа чăмăртаннăскерсен...

Патти ялĕнче пурăнакан Елена Гавриловнăн ывăлĕ Вла­ди­мир Петрович Сергеев аслă лейтенант Хусанти танк училищине вĕренсе пĕтернĕ, Раççей Федерацийĕн Хĕç-пă­шал­лă вăйĕсенче контрактпа службăра тăнă. 24 çултах танк взвочĕн командирĕ пулса тăнă. Умне ларт­нă задачăсене пурнăçланăшăн Суворов медальне тивĕçнĕ, анчах та ăна алла илсе ĕлкĕреймен, тан мар çапăçура вилмеллех аманнă. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн, РФ Президенчĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн, танк батальонĕн танк ротин танк взвочĕн командирне, гвардин аслă лейтенантне Паттăрлăх орденĕпе /Орден Мужества\ наградăланă. В.П.Сергеев йĕлтĕр­пе чупассипе Раççей спорт мастерĕ пулнă, ăна асăнса Вăрмар округĕнче çулсерен йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртусем иртеççĕ.

Кĕтеснер ялĕнче пурăнакан Галина Николаевнăн ывăлĕ Александр Николаевич Николаев аслă лейтенант РФ наци гвардийĕн Пермь хулинчи çар институтне пĕтернĕ, Выборг хулинчи мобильлĕ ĕçсен подразделенийĕсенче службăра пулнă. Раççей территорине вăрттăн кĕме тытăннă тăшмансене хирĕç тăрса паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Раççей чиккисене хÿтĕлесе пуçне хунă офицера, РФ Президенчĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн, Паттăрлăх орденĕпе наградăланă. Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула РФ Федерацин хăрушсăрлăх службин аслă лейтенанчĕн А.Н.Николаевăн ятне панă.

h9tqGCtu5n3nYnWN JbIrN4 uen9Bfq2qLsHQ9NbLtlf8p76FtV2QBIY4tr5lyNV R d147DObf FS vWsUorO0Унсăр пуçне Тупах ялĕнче çуралса ÿснĕ, СВОра паттăрла вилĕмпе пуçне хунă Альберт Петров гварди майорне асăнса лартнă палăк çумĕнче Альберт Валерьевичăн амăшĕпе Альбина Евстафьевнăпа та тĕл пулнă хĕрарăмсем çав кун. Альберт Петров Хусанти танк училищинче вĕреннĕ, Псковри сывлăшпа çар десанчĕн çарĕсенче командир пулнă, Северодвинскра çар полицийĕн начальникĕнче, Мурманск облаçĕнче комендант начальникĕн заместителĕнче, Хусанта Суворов ячĕллĕ çар училищинче ĕçленĕ. СВОна хăй ирĕкĕпе тухса кайнă. Мотострелковăй полкра батальон командирĕн заместителĕ пулса службăра тăнă. Донецк облаçĕнчи Украинск хули çывăхĕнче иртнĕ хаяр çапăçура куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнă.

«Пирĕн çутă тĕллев — миршĕн тата тăнăçлăхшăн хăйсен пурнăçне панă ентешĕмĕрсен паттăрлăхне асра тытасси тата сума сăвасси. Вĕсен хăюлăхĕпе патриотлăхĕ - çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх», — тĕлпулăва пĕтĕмлетнĕ май палăртрĕ Елена Николаевна Михайлова.

Людмила НИКИФОРОВА, Чупайри тĕп шкул директорĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика