Август уйăхĕн 15-мĕш кунĕнче Хусан хулин ипподромĕнче лашапа чупакансен элита ăмăртăвĕ пулса иртнĕ.
Ăмăртăва Пысăк Енккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Хусанти Хĕрлĕ Ялавлă тата Жуков орденĕллĕ аслă танк команда училищин физкультурăпа спорт кафедрин пуçлăхĕ, полковник, Тутар Республикин вĕрентевĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, педагогика ăслăлăхĕн кандидачĕ, бокс тата алă вĕççĕн кĕрешес енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ Евгений Юрьевич Архипов та хутшăннă. Вăл хăйĕн Метрополь лашипе 2400 м чупса чи лайăх кăтартупа савăнтарнă — 1-мĕш вырăн йышăннă. Тупăшăва Пушкăрт, Тутар Республикисен спортсменĕсем йышлăн хутшăннине шута илсен унăн çĕнтерĕвĕ пуриншĕн те калама çук пысăк çитĕнÿ. Лаша спорчĕ кăткăс спорт тĕсĕ пулнине шута илсен пушшех те.
Çак çитĕнÿ Евгений Юрьевичăн пĕрремĕш кăна мар. Ывăлĕ çирĕп шăм-шакпа, вăй-халпа палăрса тăнинче, паллах, ашшĕпе амăшĕн витĕмĕ пурах ĕнтĕ. Ашшĕ — Юрий Порфирьевич Архипов — РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Çĕршер çамрăка спортăн анлă çулĕ çине кăларнă, вĕсен шутĕнче спорт мастерĕсемпе тĕнче класлă, тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Олимп çăлтăрĕ те. Шăллĕ Василий те ирĕклĕ майпа кĕрешсе РФ спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ.
Эпир хамăрăн мухтавлă ентешĕмĕр, ятарлă çар операцийĕн ветеранĕ малашне те пире хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнтарасса шансах тăратпăр.
Николай ГАВРИЛОВ
