Чăваш Республикинче 2025 çултан пуçласа «Хăрушлăхсăр паха çулсем» наци проектне малалла тăсакан «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕ пурнăçланать.

Кăçаллăха уйăрнă укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 3,6 миллиардпа танлашать, çак шутра 1,4 миллиарчĕ федераци бюджетĕнчен. Çак укçа-тенкĕне нормативпа килĕшсе тăракан çулсен пайне ÿстерес ĕçе янă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хушнипе çулсем çинчи хăрушлăха пĕчĕклетессишĕн тĕр­лĕ ĕç пурнăçлаççĕ: тротуарсен хĕррине, общество транспорчĕн чарăнăвĕсене çутă çитереççĕ, светофорсем вырнаçтараççĕ.

Çул çинче хăрушсăрлăха çирĕплетме «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕн «Регион тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсем» республика программипе килĕшÿллĕн йышăнакан мерăсем пулăшаççĕ. Маларах, уйрăмах каçхине, инкексем пулнă лаптăксене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Хальхи вăхăтра çул-йĕр строителĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ çулсен темиçе сыпăкĕнче ĕçлеççĕ.

Республикăри трассăсем çинче диодлă лампăсем вырнаçтараççĕ. Вĕсем янкăр çутă пулнăран çулсене те, çул хĕррисене те аван курма пулать. Çакă водительсене тавралăха тĕттĕм вăхăтра та лайăх курма, авариллĕ лару-тăрăва та сирме пулăшать. Сĕнтĕр­вăрри, Элĕк, Муркаш, Тăвай, Етĕрне округĕсенчи регион пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче ĕçлеççĕ. Пĕтĕмпе 25 çухрăм çула çутăпа тивĕçтермелле.

Ĕçсене хальхи стандартсемпе килĕшÿллĕн тата хăрушсăрлăх правилисене тĕпе хурса пурнăçлаççĕ, ятарлă сертификатлă материалсемпе тата оборудованипе усă кураççĕ. Çакă, паллă ĕнтĕ, çутă тытăмĕсене нумай çул пахалăхлă тата шанчăклă ĕçлеме май парĕ. Çулсем çинчи ĕçсене çулталăк пĕтиччен вĕçлеме палăртнă.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика