LetoВăрмар муниципаллă округĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проект малаллах тăсăлать.

Пирĕн юратнă тĕп хуламăр кăçал 556 çулне паллă турĕ. Çак уяв ячĕпе Энĕшпуçĕнчи культура çуртĕнче «Çуралнă кун ячĕпе. Шупашкар!» викторина йĕркелесе ирттернĕ. Викторина валли хула историйĕпе, унăн паллă вырăнĕсемпе, культурипе, йăли-йĕркисемпе, паллă çыннисемпе тата ытти темăпа çыхăннă ыйтусем хатĕрленĕ. Хĕрсем кăмăлтанах хутшăннă викторинăна, ыйтусем çине активлăн хуравланă.

Çавăн пекех Шупашкар хулин кунĕ умĕн Урнар ялĕнчи библиотекăра тăван хуламăрăн паллă вырăнĕсене сăнлакан фотоиллюстрацисен куравне йĕркеленĕ. Унсăр пуçне Шупашкара чапа кăларнă хамăрăн ентешсем çинчен çырнă кĕнекесен куравне те хатĕрленĕ. Куравсемпе паллашнă хыççăн «Шупашкар — пирĕн хула» интеллектуаллă викторина ирттернĕ. Викторина тĕллевĕ — тăван хула çинчен ытларах пĕлесси, çамрăксенче патриотлăхпа юрату туйăмĕсене вăйлатасси.

Августăн 26-мĕшĕнче «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проект шайĕнче Мăнçырмари культура çуртĕнче «Тропами прошлого и настоящего» экскурси-поход иртет. Пуçламăшĕ 13.00 сехетре. Августăн 29-мĕшĕнче Ямпайĕнчи культорганизатор ялти культура çуртĕнче «Вот и лето пролетело» вăйă программине йĕркелесе ирттерет. Пуçламăшĕ 12.00 сехетре.

Кăмăл тăвакансене пурне те çак мероприятисене хутшăнма йыхравлатпăр. «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проект сирĕн чĕресенче ырă пулăмсемпе кăна асра юлтăр.

Ольга МИХАЙЛОВА, Вăрмарти культура çурчĕн директорĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика