Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарса янă «Сывлăх патне утăм» проект Кавал ял тăрăхне те «утăмларĕ». Вăрмар районĕнчи тĕп больницăн ĕçченĕсем халăха Кавал ял центрĕнче шатерта йышăнчĕç.
Сывлăхне тĕрĕслеттерме килекене кашнине чи малтанах волонтерсем регистрацилесе пычĕç. Юлия Иванова, Милана Орлова, Екатерина Васильева, Даша Агеева волонтерсем тата вĕсен координаторĕ Михаил Родионов çынсене «Сывлăх патне утăм» проект шайĕнче хатĕрленĕ «Сывлăх дневникне», харпăр хăйĕн тĕпчевĕсене çырса пымалли ятарлă хутсене алăран тыттарса пычĕç. «Пирĕнтен кашнинех хамăра çĕкленÿллĕ, вăйлă, кирлĕ пек туяс килет. Сывлăх хăй тĕллĕн килмест. Уншăн ăс-тăнпа, юратупа тата вăхăтра тăрăшмалла. Эпир Чăваш Енре пурăнакан кашни çынна хăйĕн сывлăхĕ патне тимлĕрех пулма пулăшас тĕллевпе «Сывлăх патне утăм» проект пуçарса ятăмăр. Юн пусăмне, пульс, сахăр шайне тĕрĕслесе сывлăх патне утăм тума, кăтартăва çак дневнике çырса хурса теприне тума. Утăм хыççăн утăм. Çакă ĕнтĕ сывлăх патне илсе пыракан çул.
Çак дневникре ахаль цифрăсем кăна мар. Кунта эсир суйласа илнĕ малаллахи çул-йĕр. Хăвăра мĕнле туйнине сăнаса пырса эсир чир малалла аталанассинчен сыхланма, активлăха упраса хăварма, пурнăç пахалăхĕн шайне ÿстерме пултаратăр. Хăвăра тата хăвăрăн çывăх çыннăрсене упрăр. Кашни кун сире савăнăç тата ыранхи куна шанăçпа пăхма çирĕплĕх кÿтĕр», - тенĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев «Сывлăх дневникĕнче».
Юн пусăмне, куçри пусăма, кĕлетке çÿллĕшĕпе йывăрăшне тĕрĕслеме, сахăр тата холестерин шайне тĕпчессипе анализ парса кăтартусене тÿрех пĕлме пултарчĕç кавалсем те. Çавăн пекех электрокардиографи тутарса чĕрене тĕрĕслеттерме май пулчĕ. Медицина ĕçченĕсем — терапевтсем, офтальмолог, онколог-тухтăр, гинеколог, фельдшерпа акушер пункчĕн ĕçченĕсем, медицина сестрисем çак кун Кавал ял тăрăхĕнчи 155 çынна йышăнчĕç, анализ кăтартăвĕсем тăрăх кашни çынна консультацисем пачĕç.
«Больницăна кайса çÿремесĕрех чи кирлĕ анализсене парса консультацисем илме пултаратпăр», - тесе калаçса тăчĕç пĕр-пĕрин хушшинче тĕрĕсленме килнĕскерсем ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвне ырласа.
Эвелина МИХАЙЛОВА
