Чăваш Енре регион Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Мирлĕ пурнăçа — утăм» проекчĕ хăйĕн ĕçне малалла тăсать.
Вăл СВО ветеранĕсемпе вĕсен çемйисене социаллă адаптаци парас тĕллевлĕ. Унăн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри — адреслă пулăшу паракан специалистсен «Пулăшу десанчĕ» ушкăнĕ муниципаллă округсене тухса çÿрени.
«Пулăшу десанчĕн» йышне юристсем, социаллă службăсен, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен ĕçченĕсем, муниципалитетсенчи администрацисен специалисчĕсем кĕреççĕ. Вĕсем ветерансемпе вĕсен çывăх çыннисене ĕçе вырнаçтарас, документсем пуçтарас, çăмăллăхсемпе тивĕçтерес ыйтусемпе консультаци параççĕ, юридици тата социаллă пулăшу кÿреççĕ.
«Республикăра пулăшусен комплекслă тытăмне йĕркелерĕмĕр — психологи реабилитацийĕнчен пуçласа ĕçе вырнаçма пулăшасси тата ĕç пуçарса ярасси таранах. Çĕршыва хÿтĕлекен кашни çын ыранхи куна шанчăклăн пăхма пултартăр тесе ку ĕç вăраха тăсăлĕ», — палăртнă ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Проект ĕçлеме пуçланăранпа специалистсем 15 вырăна çитсе килнĕ, 467 çынна пулăшу кÿнĕ, 805 ыйту пăхса тухса 730 ыйтăвне вырăнтах татса панă, тепĕр 75 ыйтăвне контроле илнĕ.
Çынсене çак темăсем ытларах хумхантарнă: тÿлевсемпе çăмăллăхсем, хыпарсăр çухалнисене шырасси, медицина пулăшăвĕ тата санаторисемпе курортсенче сипленесси, кил-çурта хăтлăлатасси, СВО участникĕсен ачисене аслă шкулсемпе техникумсене çăмăллăхпа вĕренме илесси.
СВО участникĕсемпе вĕсен çемйисене пулăшма регионта 50 ытла пулăшу мери ĕçлет: уйăхсерен тата пĕр хутчен паракан тÿлевсем, çĕр лаптăкĕсем уйăрасси, ипотека валли субсидисем парасси, медицина тата социаллă пулăшусемпе тивĕçтересси.
СВОна хутшăнакансем нумай функциллĕ центрсенче маларах çырăнмасăр тата черетсĕр хăйсен ыйтăвĕсене татса пама ирĕк илнĕ, статуса документ кăтартса кăна çирĕплетмелле. Кĕçех СВО ветеранĕсем валли электрон черечĕн терминалĕсенче уйрăм категори те пулĕ.
Проект пулăшнипе чылай ыйтăва татса панă: çемьесене авариллĕ çурт-йĕртен куçарассинчен пуçласа Курск облаçĕнче службăра пулнă çар служащийĕсене «çапăçусен ветеранĕ» статус парасси таран.
«Мирлĕ пурнăçа — утăм» проектшăн вун-вун çын тав тăвать. Проект Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене тата вĕсен çемйисене тимлĕ тата уйрăммăн пулăшас ĕçре тĕслĕх кăтартать.
ЧР ПА пресс-служби
Аса илтеретпĕр, «Мирлĕ пурнăçа — утăм» проект шайĕнче «Пулăшу десанчĕ» иртнĕ уйăхра Вăрмар округĕнче те ĕçленĕ. СВО участникĕсемпе вĕсен çывăх çыннисене Вăрмарти культура çуртĕнче йышăннă.
