Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Тутарстан Республикин Раисĕпе Рустам Миннихановпа пĕрле Хусанта иртекен Пĕтĕм тĕнчери «Хунавсем: Раççей тата Китай – пĕр-пĕринпе тупăшлă килĕштерсе ĕçлесси» III форума уçнă çĕре хутшăннă.
Форумăн тĕп пулăмĕ Russia China Expo Пĕтĕм тĕнчери масштаблă курав – çĕнĕ рыноксемпе майсен уççи пулса тăнă. Регионсен пуçлăхĕсем экспозиципе паллашнă, унта Раççейри тата Китайри темиçе теçетке компани хăйсен паянхи пурнăç таппипе тÿр килсе тăракан паха йышши таварсене тăратнă.
Пленарлă сессире ертÿçĕсем цифра тытăмĕ ĕç йĕркине çăмăллатни пирки, хуласене аталантарас ĕçре пысăк витĕм кÿни çинчен канашланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «Ăслă хула» тата «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн тата коммуналлă инфраструктурăн управленийĕ» регионти отрасльсен цифра платформисене хута ярасси пирки анлă доклад тунă. Вăл республикăри хуласемпе ялсен хутлăхĕн пахалăхне лайăхлатас енĕпе инфратытăма аталантарасси тата халăхăн тĕрлĕ пуçарăвĕсене пулăшасси çинчен каласа панă. Çак ĕç регионта «Ниме – халăх бюджечĕ» программăна тĕпе хурса пурнăçланать. 2025 çулта 1555 проекта пурнăçа кĕртме тĕллев лартнă. Халăх пуçарăвĕсене пурнăçлама 3,3 млрд тенкĕ пăхса хăварнă.
Граждансене меллĕ пултăр тесе пĕлтĕр заявкăсене «Чăваш Ен. Онлайн» портал урлă дистанциллĕ йышăнмалли цифра тытăмне ĕçе кĕртсе ăнăçлă хута янă. Çакăн пек йышăну туни программа ĕçленĕ вăхăтра заявкăсен шутне ÿстерме витĕм кÿнĕ.
Паянхи кун Чăваш Ен патшалăх тата муниципалитет управленийĕн цифра трансформацийĕ енĕпе лидерсенчен пĕри шутланать. Пĕрлехи информаци уçлăхне туни пысăк пĕлтерĕшлĕ, вăл информаци çине таянса управлени йышăнăвĕсем тума тата ресурссене перекетлеме май парать. Регион управленийĕн центрĕ пĕлтернĕ тăрăх, юлашки 5 çулта Чăваш Ен çыннисенчен час-часах килекен çăхавсем тирпей-илем кĕртессипе, çулсемпе, пурăнмалли çурт-йĕрпе тата коммуналлă хуçалăхпа çыхăннă. Çак ыйтусене туххăмрах тимлĕх уйăрнă май, 2024 çулта Чăваш Республики – Раççейри пĕртен-пĕр регион — харăсах икĕ тытăм валли цифра платформи хатĕрлеме саккас панă: «Ăслă хула» тата «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн тата коммуналлă инфраструктурăн управленийĕ». Вĕсене «ГосТех» пĕрлĕхлĕ цифра платформи никĕсĕ çинче «Даннăйсен экономики тата патшалăхăн цифра трансформацийĕ» наци проекчĕ шайĕнче йĕркелеççĕ.
«Ăслă хула» тата «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн тата коммуналлă инфраструктурăн управленийĕ» цифра платформисем технологи пуласлăхĕ патне пымалли утăм пулса тăрĕç, унта граждансем хула хутлăхне тытса пыма хастар хутшăнма, влаçра тăрăшакансем халăхăн сĕнĕвĕсене шута илсе туххăмрах хуравсем пама пултарĕç. Проектсене 2030 çул тĕлне пурнăçа кĕртме палăртнă.
ЧР ПА пресс-служби
