Çак эрнере черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Яваплă çынсем халăхпа тĕл пулса Чăваш Республикин тата муниципалитетсен социаллă-экономикăллă аталанăвĕн пилĕк çуллăха хатĕрленĕ «Чăваш Ен-2030» комплекслă программи пирки, сентябрĕн 12-14-мĕшĕсенче иртекен Пĕрлехи сасăлав кунĕ тата сасăламалли майсем çинчен калаçрĕç. Çавăн пекех граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăнчĕç. Тĕп хуларан ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ Павел Корнилов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин килсе çитнĕ. Ку хутĕнче информаци кунĕ Тикаш, Чупай, Чулкас ял тăрăхĕсенче иртрĕ.
Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеевпа министр заместителĕ Павел Корнилов ытти яваплă çынсемпе Çĕнĕ Вĕренер ял халăхĕпе тĕл пулса калаçрĕç.
Чупай ялĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов ертсе пыракан информушкăн ĕçлерĕ. Ял аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе интересленекен, пурнăçри çĕнĕлĕхсенчен, хыпарсенчен юлас мар, хăйсен шухăшĕсене пĕлтерес текен Чупай çыннисем культура çуртĕнче пуçтарăнчĕç. Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн заместителĕ — АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Иван Иванов кĕскен муниципалитетăн социаллă экономикăллă аталанăвăн 5 çуллăха хатĕрленĕ комплекслă программипе паллаштарчĕ. Юрий Иванов сентябрĕн 12-14-мĕшĕсенче иртекен ЧР Пуçлăхĕн суйлавĕ тата сасăламалли майсем çинчен каласа ăнлантарчĕ. Кăçалхи суйлавра сасăлав участокĕсенче те, дистанци мелĕпе те сасăлама пулать. Сăмах май, Вăрмар муниципаллă округĕнче 19900 суйлавçă шутланать. Чупайпа Патти ялĕсенче сасăлава дистанциллĕ электронлă мелпе хутшăнма интернета тухма май паракан ятарлă 3 вырăн пулĕ, вырăсла каласан точки доступа. Суйлава дистанци мелĕпе хутшăнас текенсен Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕнче сентябрĕн 8-мĕшĕччен заявлени памалла. Сентябрĕн 12-мĕшĕнче 8 сехетрен пуçласа сентябрĕн 14-мĕшĕнче 20 сехетчен ДЭГ порталĕнче /vybory.gov.ru\ сасăламалла. «Мобильлĕ суйлавçă» мелĕпе суйлав кунĕсенче регистрацие тăнă вырăнта пулайманнисем, анчах Чăваш Енрен тухса кайманнисем, усă курма пултараççĕ. РФ Тĕп суйлав комиссийĕн йышăнăвĕпе Мускавра 14 суйлав участокĕ уçăлĕ. Унта Чăваш Ен çыннисем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕнче сасăлама пултарĕç.
Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Николай Иванов ялта хăтлăх кĕртмелли ĕçсем çинчен калаçрĕ.
Раççей ял хуçалăх банкĕн Вăрмарти уйрăмĕн управляющийĕ Алевтина Максимова банк паянхи кун кÿрекен пулăшу тĕсĕсемпе, çак шутра кредит памалли тата укçана перекете хумалли майсем пирки, телефон ултавçисемпе тимлĕ пулмаллине асăрхаттарчĕ.
Вăрмарти газ участокĕн участок мастерĕ Сергей Никифоров тĕтĕм çулĕсемпе вентиляцисене, газ пăрăхĕсене тĕрĕслесех тăмаллине, счетчиксене вăхăтра улăштармаллине каларĕ.
Ял çыннисене кунти ача-пăча площадкине карта тытса çавăрасси, Чупай ялне илсе пыракан автоçул айккисене йывăçсем ярса илни, çавăн пекех çак çул çинче пуçăннă шăтăк-путăк юсавне вĕçне çитерменни, интернет çыхăнăвĕ япăх пулни тата ытти те канăçсăрлантарать. Чупайри территори пайĕн начальникĕ Надежда Алексеева ял халăхĕ умĕнче сăмах илнĕ май икĕ ялта кăçал туса ирттерекен ĕçсемпе, çитес çулхи плансемпе паллаштарчĕ. Патти ял халăхĕ акă çывхарса килекен суйлава çĕнĕ клубра кĕтсе илĕ. Клубне туса лартнă, шалти хăтлăх кĕртмелли ĕçсем юлнă. Чупайĕнче Н. Зарубин ячĕллĕ урамран пуçласа Школьная урамне çитиччен тротуар сармалла. Çитес çул епле те пулин Чупайри культура çуртне тĕпрен юсамалла. Хальхи вăхăт тĕлне ку енĕпе тивĕçтерекен заключени илнĕ, документсем хатĕр. Çавăн пекех Чупайĕнчи фельдшерпа акушер пунктне юсамалла. 2026 çулта Чупайĕнче пуçарулăх бюджечĕн программипе пушар машинисем пырса шыв тултармашкăн кÿлле тасатасшăн, Патти ялĕнче çула юсамалла. Тепĕр çул пуçарулăх бюджечĕн программипе тата мĕнле ĕçсем туса ирттересси пирки Надежда Апполоновна халăх шухăш-кăмăлĕпе интересленчĕ, ку енĕпе çынсемпе тĕплĕнрех калаçасси пирки пĕлтерчĕ.
Информушкăн членĕсем библиотека ĕçĕпе, шкул стадионĕнче сарнă çĕнĕ чупмалли çулпа паллашрĕç. Чупмалли çула пуçарулăх бюджечĕн программипе тунă. Çул çинче халĕ паллăсем тумалли, айккисене хăтлăх кĕртмелли юлнă. Информушкăн членĕсем çак кун пур ыйтăва та шута илнĕ, вĕсене татса парассипе ĕçлеççĕ.
Эвелина МИХАЙЛОВА
