Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр­ленсе Вăрмар округĕнче шкул автобусĕсен тĕрĕс­левĕ иртнĕ.

Комиссинче округри вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн, çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн тата прокуратура представителĕсем пулнă. Вĕсем автобуссен юсавлăхне, çутă приборĕсем мĕнле ĕçленине, хăрушсăрлăх тытăмне, водительсен докуменчĕсене тĕплĕн тĕрĕсленĕ. Автобуссем ачасене илсе çÿреме пурте хатĕр тесе палăртнă. Водительсене çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмаллине аса илтернĕ. Çапла пулмасăр, ачасен хăрушсăрлăхĕ — малти вырăнта!

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика