photo 2025 08 28 10 38 17Раççейри экспорт сообществин представителĕсем юнкун Шупашкар хулинче пухăнса «Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт» наци проекчĕ Атăлçи федераллă округĕнчи регионсенче мĕнле пурнăçланса пынине сÿтсе явнă. Мероприяти ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев уçнă.

«Иртнĕ 5 çул хушшинче республикăра тулаш суту-илĕве аталантарассипе тытăмлă ĕç йĕркеленĕ. Пирĕнпе суту-илÿ тăвакан çĕршывсен йышне ÿстерес, вĕсене кирлĕ продукцин ят шутне анлăлатас тĕллев­пе эпир экспорт ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Канаш туса хунă, Экспорт стандартне çирĕплетнĕ, пирĕн экспортерсемпе хутшăнусене йĕркеленĕ. Пĕлтĕрхи çул кăна экспорт калăпăшĕ 37% ÿснĕ.

Экспорт пысăк технологиллĕ пулса пырать. Лидерсем хушшинче — пирĕн машинăсем тăвас отраслĕн продукцийĕ. Унăн пайĕ — 61%. Чăваш Ен аякри çĕршывсен рынокĕсене активлă тухать, СНГ çĕршывĕсемпе хутшăнусене те çирĕплетет.

Раççейри экспорт центрĕпе çыхăну тытни пысăк пулăшу кÿрет. Юнашарти регионсемпе те — Мари Эл, Тутар Республикисемпе, Ульяновск облаçĕпе тата ыттисемпе те — хутшăнусене аталантаратпăр.

Кăçалхи октябрь уйăхĕнчен «экспорт кэшбэкне» хута яратпăр. Вăл пĕчĕк тата вăтам бизнесăн предприятийĕсене экспортпа çыхăннă тăкаксене саплаштарма май парĕ», — палăртнă Олег Алексеевич.

Атăлçи федераллă округĕнчи регионсен Чă­ваш Республикинче иртнĕ канашлăвĕ «Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт» наци проектне пурнăçлас ĕçĕн пĕлтерĕшлĕ утăмĕ пулса тăнă. Регионсем тата федераллă центр пĕрлĕхре пулни лартнă тĕллев­сене пурнăçлама тата Раççейĕн экспорт потенциалне чылай ÿстерме пулăшасса палăртнă çак мероприя­тие хутшăнакансем. Чăваш Ен, асăннă наци проектне ăнăçлă пурнăçласа пыракан регионсен шутĕнче пулнă май, малашне те экспорт майĕсене, экономика ÿсĕмĕн çирĕп никĕсне активлă аталантарса пырĕ.

ЧР ПА пресс-служби

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика