IMG 9648Юнкун Вăрмарти культура çуртĕнче педагогсен сообществи çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн иртекен августри конференцине пуçтарăнчĕ. Культура çуртĕнче фойере районти вĕрентÿ учрежеднийĕсемпе ача сачĕсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштаракан стендсем кăларса тăрат­нă, Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕн воспитанникĕсемпе вĕрентекенĕсем пултарулăхне кăтартнă.

Вĕрентекенсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Зоринпа Леонид Пронин, ЧР Вĕрентÿ министерствин профессионаллă вĕрентÿ тата ăслăлăх пайĕн начальникĕ Людмила Вотякова, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн президенчĕ Иван Аверьянов, Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев тата ыттисем те саламларĕç, ĕçре палăрнă педагогсемпе воспитательсене тĕрлĕ шайри наградăсемпе чысларĕç. Акă Пысăк Енккассинчи вăтам шкул директорĕ Лу­и­за Ивановна Кириллова тата Вăрмарти вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Галина Николаевна Васильева нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленĕшĕн /ÿкерчĕкре/ «Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ сферин хисеплĕ ĕçченĕ» наградăна тивĕçрĕç.

Конференци пуçламăшĕнче зал­­ра пухăннисене Раççейри çу­тĕç министрĕн Сергей Кравцовăн пĕтĕмĕш­ле вĕрентÿ ĕçне хаклакан видеообращенине итлеттерчĕç. Вăрмар округĕнчи вĕрентÿ сферин аталанăвĕпе, малашлăхри тĕллевĕсем пирки Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — вĕрентÿпе çамрăксен политикин па­йĕн начальникĕ Сергей Павлов тĕплĕн паллаштарчĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕ вĕрентÿ организацийĕсен пурлăхпа техника базине лайăхлатса çирĕплетессипе планпа ĕçлесе пырать. Юлашки 5 çулта 12 вĕрентÿ объектне 382 миллион ытла тенкĕлĕх тĕпрен юсанă тата хăтлăлат­нă. 2025 çулта «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕ шайĕнче шкулсенчи ĕç урокĕсен кабинечĕсем валли 429902 тенкĕлĕх оборудовани туянса панă. Энĕшпуçĕнчи, Кивĕ Вăрмарти вăтам, Кĕтеснерти тĕп, Арапуçĕнчи пуçламăш шкулсенче, Пысăк Енккасси шкулĕн Энт­риялĕнчи структурăллă подразделенинче тĕп юсав ирттермелле. Хальхи вăхăтра Кивĕ Вăрмарти шкулăн çуртне юсама проектпа смета докуменчĕсем хатĕр, ЧР Вĕрентÿ министерствине тĕп юсав валли заявка панă. Вĕренмелли кунсенче 14 шкул автобусĕ 42 маршрутпа 53 ялтан 464 вĕренекене районти шкулсене турттарать.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче районти шкулсенче пĕтĕмпе 1889 ача партăсем хушшине ларĕ. Пĕр­ремĕш класа 133 ача кайĕ. Кăçал 71 выпускникрен 24-шĕ «Вĕренÿри уйрăмах паллă çитĕнÿсемшĕн» пĕрремĕш тата иккĕмĕш степеньлĕ медальсене тивĕçнĕ. 9 класран вĕренсе тухнă 218 вĕренекенрен 21-шĕ пĕтĕмпех «5» паллăллă аттестата илме пултарнă.

Вăрмарти вĕрентÿ кластерĕн муниципаллă округăн аталанăвĕн ыйтă­вĕсемпе 2025 çулхи май уйăхĕнче иртнĕ ларăвĕнче Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул Раççей Федерацийĕн Раççей ăслăлăхĕсен Академи­йĕн никĕсĕнчи шкул статусне тивĕçнĕ. Çак статус педагогсемпе вĕрентекенсемшĕн çĕнĕ майсем уçса парасса шанатпăр. Çавăн пекех çĕнĕ вĕренÿ çулĕн­чен пуçласа Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта агропромышленоç комплексĕ валли специалистсем хатĕрлеме «Агроинженери» направленипе агрокласс уçăлĕ.

Педагогсем валли çĕнĕ вĕренÿ çулĕ ытти çынсемшĕн çĕнĕ календарлă çулталăк пуçланнă пекех, пĕрле ĕçлекенсемпе, шкул ачисемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулмалли, калаçмалли, çĕнĕ ĕçсем пуçармалли вăхăт.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика