Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, регионти агропродукци экспорчĕн калăпăшĕ 2025 çулхи пĕрремĕш çурçуллăхра 12,8 пин тоннăпа танлашнă. Экспортерсене «Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт» наци проекчĕ шайĕнче пулăшу мерисемпе тивĕçтереççĕ.
Ăсатнă продукци хушшинче ытларах кондитер изделисем пулнă — 58,3%. Тĕпрен илсен, Чăваш Енри ял хуçалăх таварĕсене Китай, Белорусси, Таджикистан, Азербайджан, Казахстан çĕршывĕсене ăсатнă.
«Пĕрремĕш хут экспорта сырсен партине тиесе янă. Экспортерĕ — Светлана Ивановна Михопарова уйрăм çын предприниматель», — палăртнă Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствинче.
«Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт» наци проекчĕ Раççейри компанисене пулăшассипе ятарлă тытăм йĕркелет, Раççейпе туслă çĕршывсенчи рыноксене тухма май парать. Наци проекчĕн тĕп тĕллевĕ — чи эффективлă ĕçлекен механизмсене татах лайăхлатасси, Раççей бизнесне импортер-çĕршывсемпе хутшăнма пулăшассипе çыхăннă ĕçсене вăйлатасси.
Аса илтеретпĕр, çĕнĕ наци проекчĕсем РФ Президенчĕн Владимир Путинăн йышăнăвĕпе 2025 çултанпа пурнăçланаççĕ.
Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев:
«Чăваш Республикин ăнăçăвĕ вăйлă тата хальхи саманари ялсăр пулма пултараймасть. Пирĕн тĕп тĕллев — ялти пурнăçа хăтлă, пирĕн агропромышленность комплексне çирĕп те конкуренцирен хăрамалла мар тăвасси».
