Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» социаллă проект шайĕнче вăрмарсем юнашарти Тăвай округĕнчи Эльпуç ялĕнче пулса курнă.
Вăрмарти тĕп библиотека ĕçченĕсем эльпуçсем валли «Пирĕн ял историйĕн страницисем» темăпа таврапĕлÿ сехечĕ ирттернĕ. Римма Иванова тата Татьяна Федорова библиотекарьсем Вăрмарти тĕп библиотекăн фондĕнчи Эльпуç ялĕпе çыхăннă таврапĕлÿпе истори материалĕпе паллаштарнă.
Пухăннисем «Тăван ялăм — чун ăшши» курав материалĕ тăрăх хăйсен тăван ялĕн историне тĕплĕнрех пĕлме пултарнă. Куравра Эльпуç ялĕн историйĕ, унăн культурăпа çутçанталăк объекчĕсем, Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă ентешсем пирки информаци чылай пулнă. Унсăр пуçне эльпуçсем тăван тăрăх аталанăвне пысăк тÿпе хывнă паллă çынсем, çыравçăсемпе сăвăçсем, театр искусствин ĕçченĕсем çинчен те кĕнекесемпе сăнÿкерчĕксем курма, Н.Яклашкинăн «Тăвай енĕн сумлă çыннисем», «Мастера театрального искусства», «Астăвăм — Память», «Славные имена Земли чувашской», М.Кондратьевăн «Композиторы Воробьевы» тата ытти кĕнекесемпе паллашма пултарнă.
Тĕлпулура Вăрмарти инвалидсен организацийĕн членĕсем те пулнă. Организаци председателĕ Эмма Борисова йĕркелесе пынипе вĕсем активлă пурнăçпа пурăнаççĕ, тĕрлĕ мероприятисене хутшăнаççĕ.
Эльпуç ялĕнче пурăнакансене концерт программипе те савăнтарнă. «Парне» халăх фольклор ансамблĕн, Ольга Михайловăн, Мария Карповăн, Светланăпа Юрий Николаевсен пултарулăхĕ пурин кăмăлне те кайнă.
Римма ИВАНОВА, библиотекарь
