photo 2025 08 27 08 52 58Чăваш Республикинчи 11 ача-пăча сачĕпе 9 шкул хăйсен ĕçĕ-хĕлне аталантарма кашни 500 пин тенкĕне тивĕçнĕ. Укçа-тенкĕне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн грант памалли программипе уйăрнă.

Конкурс çивĕч иртнĕ, ун витĕр чи ла­йăх проектсем кăна тухнă. Вĕрентÿ учрежденийĕсене укçа-тенкĕ пани хальхи саманари вĕрентÿ технологийĕсене ĕçе кĕртме, цифра тата творчество проекчĕсене аталантарма, ачасене пĕлÿпе воспитани парассипе хăтлă тата инновациллĕ условисем йĕркелеме пулăшĕ.

Пĕлтерме кăмăллă, 500 пин тенкĕлĕх грант илме тивĕçнĕ вĕрентÿ учрежденийĕсем хушшинче Вăрмар поселокĕнчи 3 номерлĕ «Зоренька» ача-пăча сачĕ те пур. «Зоренька» ĕçченĕсем хатĕрленĕ проект ача сачĕн территорийĕнче метеостанци вырнаçтарассипе çыхăннă. Конкурсра çĕнтерни çак хăюллă тĕллеве пурнăçлама май парать халĕ. Метеостанци комплексĕ ачасен экологи пĕлÿлĕхне ÿстерме, таврари хутлăхпа этем хушшинчи çыхăнăва ăса хывма пулăшĕ. çутçанталăка упрама хăнăхтарĕ.

Палăртмалла, ку çитĕнÿ «Зо­ренька» ача сачĕн пĕр­ре­мĕш кăна мар. ЧР Пуçлă­хĕн грантне унччен те панă ăна — 2012 тата 2021 çулсенче. Грант укçи-тенкипе кашнинчех тĕллевлĕ усă кураççĕ ача садĕн­че, воспитани ĕçĕн­че кирлĕ оборудовани туянаççĕ, пурлăхпа техника никĕс­не çирĕп­летеççĕ. Çавăн пекех «Чă­ваш Республикинчи чи лайăх ача сачĕ», «Раççейри чи ла­йăх ача сачĕсем» конкурссенче темиçе хутчен те мала тухнă «Зоренька». 2024 çулта вара кунта агролаборатори уçăлнă. Ытти проектсем те ăнăçлă пурнăçланаççĕ.

«Пирĕн кашни çитĕнÿ, кашни çĕнтерÿ никĕсĕнче — ача сачĕн туслă та тăрăшуллă коллективĕн пĕр шухăшлă ĕçĕ-хĕлĕ. Эпир шкул çулне çитмен ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарас ĕçре хамăрăн тĕл­левсене çирĕппĕн пурнăçласа пыратпăр. Тавах патшалăхăн, Чăваш Енĕн, Вăрмар округĕн руководствисене пире тĕревпе пулăшу парса, çул уçса пынăшăн», — тет «Зоренька» заведующийĕ Марина Васильевна Петрова — хă­йĕн ĕçне чунтан парăннă пысăк опытлă руководитель. Вăл çак ача садĕнче 38 çула яхăн вăй хурать, çав шутра 25 çул заведующи пулса тăрăшать. Марина Васильевна хăйĕн тивĕçĕсене яваплăн пурнăçласа тата ача сачĕн ĕçне тĕрĕс йĕркелесе пыни ача сачĕн курăмлă çитĕнĕвĕсенче уççăнах па­лăрать. Коллектив та пысăк ăсталăхлă ĕçченсенчен тăрать. Ахальтен мар воспитанниксем ача садне ирсерен савăнăç туйăмĕпе васкаççĕ, вĕсен ашшĕсемпе амăшĕсем те кунти воспитани процесĕпе кăмăллă.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика