photo 2025 08 26 09 35 25«Хĕрлĕ ялав» хаçат вулаканĕсем хаçат страницисем çинче час-часах Чулкас ялĕнчи Иван Родионовăн произведенийĕсене — юрра хывмалли сăввисене — вуласа киленме пултараççĕ. Иван Ивановичăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллашар-ха.

Иван Родионов 1958 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче Чулкас ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Ашшĕпе амăшĕн, ялта пурăннă май, ĕмĕр тăршшĕпех аллинчен ĕç кайман, икĕ ывăлĕпе икĕ хĕр­не те ĕçе хăнăхтарса ÿстерме тăрăшнă. Ашшĕ Иван Родионович Родионов 14 çултах трактор рулĕ умне ларнă, «Россия» совхозра механикре вăй хунă, «Ĕçри паттăрлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» юбилей медалĕпе наградăланă ăна. Амăшĕ те çул çитичченех ĕçе пуçăннă, «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 50 çул» юбилей медальне тивĕçнĕ.

Иван Иванович 1-4 классене Чулкас шкулĕнче вĕреннĕ, унтан Вăрмарти 1 номерлĕ вăтам шкулта 8 класс пĕтернĕ. 1973 çулта Канаш хулинчи профтехучилищине вĕренме кĕнĕ, вăтам професси пĕлĕвне илнĕ. Çав вăхăтрах пĕр­ремĕш сăввисене хайлама тытăннă, çутçанталăк, туслăх темисемпе çырнă. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлесе пурăннă вăл: Ставрополь тăрăхĕнчи Невинномыск хулинче, Мускавра... Тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ăна Хисеп грамотипе чысланă.

Хальхи вăхăтра Иван Иванович тăван ялĕнче, хăйĕн тĕп килĕнче пурăнать. Мĕнпур пушă вăхăтне творчествăна парать вăл. «Пуçра яланах сăвă йĕркисем явăнаççĕ. Çывăрма выртсан та вĕсенчен хăтăлма çук. Ирхине тăрсан çырса хуратăп-ха, тетĕп. Ирхине вара сăмахĕсем манăçаççĕ. Çумра хутпа ручка тытмаллла», — тет Иван Иванович. 2024 çулта хăйĕн пĕрремĕш кĕнекине кăларнă вăл. «В добрый путь» кĕнекере вырăсла тата чăвашла хайлавсене пуçтарнă. Тĕрлĕ темăпа çырнă вĕсене: Тăван çĕршыв илемĕ, патриотлăх, çемьери хутшăнусем, ял пурнăçĕ пирки, кулленхи пурнăçа сăнланисем, уявсене, профессисене халалланисем тата ытти те. Кашни вулакан хăйĕн кăмăлне каякан сăвă тупма пултарать кунта.

Иван Родионов активлăхпа палăрса тăрать. Вăл писательсен Союзĕн членĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ, Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Çулсерен иртекен «Аслă Çĕнтерÿ Паттăрĕсем» литература конкурсне хутшăнса «Раççейĕн патриотла юхăмне хутшăннăшăн» астăвăм медальне тивĕçнĕ. Ыркăмăллăх ĕçĕнчен те айккинче юлмасть Иван Иванович — хăйĕн кĕнекин 20 экземплярне ятарлă çар операцийĕнчи ентешсем патне ярса панă. Унсăр пуçне ача сачĕсемпе шкулсене те парнеленĕ.

«Сăвă çырни манра савăнăç туйăмне вăратать. Вĕсене эпĕ юрă тесе палăртса çыратăп, мĕншĕн тесен вĕсем ман ăсра кĕвĕленсе хайланаççĕ», — каласа парать Иван Иванович. Çăмăллăн та уççăн вуланаççĕ унăн сăввисем, автор çак пурнăçăн илемлĕ те çутă енĕсене курма тăрăшни куçкĕрет. Мĕнех, малашне те Иван Иванович вулакансене çĕнĕ произведенийĕсемпе савăнтарасса кĕтсех тăратпăр.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика