Ача-пăча сывлăхне çирĕплетмелли «Романтика» лагерьте «Санпросвет» коммуникаци стратегийĕ шайĕнче лекторисем йĕркелесе ирттернĕ. Тĕллевĕ — ачасене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарасси.
Чăваш Республикинчи Гигиенăпа эпидемиологи центрĕн Çĕрпÿ округĕнчи филиалĕн эпидемиолог-врачĕ Нина Михайлова «Шкул ачисен сывă апатланăвĕ пирки» темăпа лекци ирттерсе слайдсен презентацине йĕркеленĕ. Çавăн пекех «Сывă апатлану: тĕрĕс апатланмалли вăхăт» темăпа видеофильм кăтартнă. Вăл темиçе серинчен тăнă: «Мĕн вăл тĕрĕс апатлану?», «Сывă рациона мĕнле йĕркелемелле?», «Ачасемпе çул çитмен çамрăксен сывă апатланăвĕ мĕнле пулмалла?»
Ачасемшĕн викторина интереслĕ пулнă, унăн ыйтăвĕсене хуравланă май вĕсем сывă апатлану никĕсĕ пирки хăйсем мĕн пĕлнине кăтартнă. Викторинăна активлă хутшăннă ачасене вĕренÿре кирлĕ хатĕрсем парса хавхалантарнă.
Аслăрах ÿсĕмри ачасемпе эпидемиолог-врачăн пулăшуçи Розалина Храмова тĕл пулнă, «ВИЧ-инфекци профилактики» темăпа калаçу ирттернĕ. Çул çитмен çамрăксем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравсем илме пултарнă.
Мероприяти вăхăтĕнче ачасене те, аслисене те «Шкул ачисен сывă апатланăвĕн правилисем», «Шкул ачисен кун йĕркине йĕркелемелли сĕнÿсем», «Пирус тата унăн тĕтĕмĕн сиенĕ», «Грипп тата ОРВИ профилактики» темăсемпе буклетсем парса тухнă.
Сентябрь алăкран шаккать, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать. Çавăнпа çуллахи кану хыççăн кун йĕркине тĕрĕс йĕркелеме тытăнни, сывă апатлану правилисене пăхăнни ачасен сывлăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Нина МИХАЙЛОВА, ЧР Гигиенăпа эпидемиологи центрĕн Çĕрпÿ округĕнчи филиалĕн эпидемиолог-врачĕ
