Чăваш Ен ятарлă çар операцийĕнчи ентешсем валли черетлĕ ыркăмăллăх грузĕ ăсатрĕ.
Республика халăхĕ пĕр шухăшлă пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Ку хутĕнче СВО зонине ăсатмалли груза пилĕк фурăлăх пухнă. Çав шутра – автомобиль, тĕрлĕ оборудовани, медикаментсем, строительство материалĕсем, маскировка тетелĕсем тата ытти те. Çакă пĕтĕмпех тăватă çар чаçне çул тытрĕ. Мотострелоксен пирĕн ентешсем йышлăн службăра тăракан 1251-мĕш полкĕнче те тăван енрен тиесе янă грузшăн кăмăллă пулĕç. Çавăн пекех Запорожье облаçĕнчи Чăваш Ен шефа илнĕ Бердянск шкулĕсем валли кĕнекесем ăсатнă — çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне питĕ вырăнлă пулăшу.
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çула тухакансене такăр çул суннă май «Пĕрле» фондпа, волонтерсемпе, СВОри ентешсен ыйтăвĕсене çывăха илекен ытти çынпа пĕрле пурнăçлакан ĕçе малалла тăсассине çирĕплетрĕ: «Çакă — пирĕн пулăшу, чăн вăй тата тăван çĕр ăшши. Пирĕн боецсем пĕлеççĕ: çар подразделенийĕнче чăваш пур тăк, эппин, пулăшу пулатех. Пирĕн хыçра — пĕтĕм çĕршыв, шăпах çакă пире малалла талпăнмашкăн хăюлăх кÿрет».
Олег Алексеевич эпир хамăрăн пуласлăха сыхласа хăварасси, ентешсем тăван ене çĕнтерÿпе таврăнасси пирки иккĕленмест. «Паян — пĕрле тата харсăр пулмалли вăхăт. Хамăрăн салтаксемшĕн кĕлĕ тăватпăр», - тенĕ вăл.
Николай ВАСИЛЬЕВ
