Ятарлă çар операцийĕн зонинчен таврăнакан салтаксем валли 390 ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ. Актуаллă вакансисен списокне Чăваш Енри Ĕç службин официаллă сайтĕнче вырнаçтараççĕ, ăна кашни эрнере çĕнетсе тăраççĕ.

Слесарь, литейщик, электромонтер, инженер, электрогазосварщик тата ытти йышши ĕç професси­йĕсемсĕр пуçне актуаллă вакансисен списокĕнче: телеоператор, хурт-хăмăр ăсти, массăллă информаци хатĕрĕн редакторĕ, радиоçыхăну начальникĕ, радиооператор, корреспондент, тишкерÿçĕ.

Çавăн пекех культорганизаторсемпе методистсем, педагогсем, тренерсем, воспитательсем, психологсем, поварсем, çăкăр пĕçерекенсем, вăрманçăсем, экологсем, çĕвĕçсем, фельдшерсем, ветеринарсем валли те ĕç пур. Дирижер та ĕçсĕр юлмĕ. Ятарлă çар операцийĕнче пухнă опыт хĕç-пăшал тĕрĕслекен должноçра пулăшма пултарĕ.

«Раççейри ĕç» регионти центрăн директорĕ Виктор Ковалев пĕлтернĕ тăрăх, «Кадрсем» наци проекчĕ шайĕнче инвалидноç пур çынсем валли юрăхлă ваканси тупăнмасан вĕсене урăх специальноçпе вĕренме сĕнĕç. Çавăн пекех ĕçпе тивĕçтерекенсене инвалид валли ятарлă ĕç вырăнĕ хатĕрлеме субсиди пама е инвалида тÿлекен ĕç укçин пайне саплаштарма пултараççĕ.

СВО участникĕсем ĕçе вырнаçнă чухне «Раççейри ĕç» кадрсен центрĕн çывăхри уйрăмĕсене пулăшу илме килме пултараççĕ. Карьера консультанчĕсем юрăхлă вакансисем суйласа параççĕ, ĕçпе тивĕçтерекенсемпе тĕл пулса калаçмалли датăна палăртаççĕ.

ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерст­вин сайтĕнчен

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика