otkrytka s 1 sentyabrya 04Хисеплĕ вĕрентекенсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем! Хаклă ачасем, ашшĕ-амăшĕсем!

Сире Пĕлÿ кунĕпе – çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа ăшшăн саламлатпăр.

Кашни çыннăн пурнăçĕ юратнă шкулпа, пĕр­ремĕш вĕрентекенпе, шкулти савăнăçлă самантсемпе çыхăннă, çавăнпа та çулсерен вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕ пирĕн чунра савăнăçлă та хумхануллă асаилÿсем вăратать. Паянхи кун пирĕн ачасен пĕлÿ шайне, тавракурăмне ÿстерме, пултарулăхне аталантарма майсем çителĕклĕ. Çак савăнăçлă уяв кунĕнче вĕрентекенсене професси ăсталăхĕшĕн, суйласа илнĕ ĕçе тата ачасене чунтан юратнăшăн чĕререн тав тăватпăр. Туссем, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ сире нумай савăнăçлă пулăм парнелессе, пĕлÿ тĕнчин çулĕ çинче тĕл пулакан йывăрлăхсене пĕрлехи вăйпа ăнăçлăн çĕнтерсе пырасса шанатпăр. Уяв ячĕпе саламласа пурне те телей, çирĕп сывлăх тата ăнăçусем сунатпăр!

Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий ШИГИЛЬДЕЕВ

Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий ИВАНОВ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика