d7b6d5d9ca3a43b8b124ce36043d9422Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, Мускавăн тата Пĕтĕм Руçăн çветтуй Патриархĕ Кирилл, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Савватий уçă калаçу ирттернĕ.

«Чăваш Ен пирĕн Тăван çĕршывăн пĕр пайĕ, унта Православин тата ытти тĕнсен хутшăнăвĕсем питĕ лайăх йĕр­келеннĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, пирĕн историллĕ çĕрсене пухас ĕçри Православи пĕлтерĕшĕ пирки калас пулсан, тĕрлĕ тĕне ĕненекенсем тата тĕрлĕ наци çыннисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлени чи пĕлтерĕшли пулса тăчĕ. Шăпах Православи чиркĕвĕ активлă хутшăннипе мĕнпур халăх пĕр чăмăра пухăннă, Раççей Аслă патшалăх пулса тăнă. Чă­ваш Ен ертÿçисене Православипе хутшăнусем çав тери пысăк шайра пулнăшăн тав тăвас килет, вăл эсир тăнăçлăхшăн тăрăшнине, хăвăра шанса панă халăх ырлăхĕшĕн яваплăха туйса ĕçленине çирĕплетет», – тенĕ Мускавăн тата Пĕтĕм Руçăн çветтуй Патриархĕ Кирилл.

«15 конфесси ĕмĕртен мирлĕ пурăннин тĕслĕхĕ пулса тăрать пирĕн республика. Çав вăхăтрах пурăнакансенчен 80 проценчĕ – православи тĕнне ĕненекенсем. Чăваш митрополийĕпе пĕрле ĕçлени те регионăн обществăлла пурнăçĕнче яланах пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Çакăн пек диалога пула Чăваш Енре килĕшÿпе пĕр-пĕрне хисеплени хуçаланать, çакă вара тăнăçлăхăн çирĕп никĕсĕ пулса тăрать», – тесе палăртнă Олег Николаев.

Республика Пуçлăхĕ тĕрлĕ ыйтусене анлă сÿтсе явма духовенство представителĕсемпе тăтăшах тĕлпулусем ирттерни пирки пĕлтернĕ. Регион­та халĕ 291 чиркÿ, 50 ытла часавай, 7 мăнастир ĕçлет. Вĕсенчен 23-шне юлашки пилĕк çулта хăпартса лартнă. 2026 çулта вара Шупашкарта преподобнăй Сергий Радонежский ячĕпе чиркÿ туса пĕтерме палăртнă. Унăн строительствине пурнăçлама 2015 çулхи август уйăхĕнче Пĕтĕм Руçăн çветтуй Патриархĕ Кирилл пехил панă. Вырăс Православи Чиркĕвĕн Предстоятелĕ Чă­ваш Ене килсе çак чиркĕве сăваплассине шаннине пĕлтернĕ республика Пуçлăхĕ.

«2020 çулта Президент мана Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шанчĕ. Варнава владыка Сирĕн пехилпе мана Сирĕн интронизаци çулталăкне халалланă савăнăçлă службăна чĕнчĕ. Эсир мана ун чухне ырă ĕçсем туса пыма пиллерĕр. Республика пилĕк çул хушшинче пур сферăра та питĕ лайăх утăмсем турĕ. Экономикăра, социаллă сферăра, вĕренÿре, сыв­лăх сыхлавĕнче пысăк кăтартусем пурри куçкĕретех. Çитĕнÿсем пĕтĕмпех пĕрле ĕçленине кура, пĕр-пĕрне пулăшса пынипе пулса пыраççĕ. Кĕçех, тепĕр темиçе кунран, суйлав пулĕ, маншăн Сирĕнпе тĕл пулса пил илни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Ене пулăшнăшăн, тимлĕх уйăр­нăшăн тав тăватăп. Сирĕн сăмахăрсемпе вĕрентÿсем, Эсир пехилленисем республика çыннисен ырлăхĕшĕн малалла ĕçлеме çĕнĕ вăй-хăват параççĕ», – тесе тав сăмахĕсем каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май, Мускавăн тата Пĕтĕм Руçăн çветтуй Патриархĕ Кирилл республикăра чиркÿпе патшалăх хутшăнăвĕсем лайăх аталаннине тата общество çирĕплĕхне палăртнă. «Ырă сăмахсемшĕн тав тăватăп, Чăваш Енри пĕлтерĕшлĕ пулăмсем умĕн Эсир манпа тĕл пулнăшăн савăнатăп. Эпĕ, паллах, республикăра чиркÿпе патшалăх хутшăнăвĕсем мĕнле лайăх аталанса пыни çинчен кулленех илтетĕп. Нимĕн­ле хирĕçÿ те сиксе тухмасть, халăх туслă пурăнать, православи тĕнне ĕненекенсем те пирĕн мĕнпур халăх туслă пурăнтăр тесе тăрăшаççĕ», – тенĕ вăл.

ЧР ПА пресс-служби

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика