IMG 9890Пурте пĕлекен «Вăрмарти механика завочĕ» ОАО хальхи вăхăтра «Тимук» тулли мар яваплă обществăн Вăрмар поселокĕнчи филиалĕ пулса юлнă. Ячĕ улшăннă пулин те кунта пурнăçланакан ĕç çавах юлнă — тимĕртен тĕрлĕ япала туса хатĕрлеççĕ. Филиал директорĕ те Олег Николаевич Венедиктовах. Тĕп предприяти вара — Шупашкарта.

Паянхи кун 29 çын вăй хурать Вăрмарти филиалра, çак шутра сварщиксем, токарьсем, тимĕрпе ĕçлекен слесарьсем, прессовщиксем, энергетик-технолог, бухгалтер, экономист, склад заведующийĕ, водитель, хуралçăсем, тирпей-илем кĕртекен.

Предприятин пысăк цехĕнче лифтсем валли саппас пайсем, лифтсен шахтисем валли комплектсем, газ котелĕсем валли турбуляторсем туса кăлараççĕ. Çавăн пекех халăхран килекен саккассене йышăнаççĕ. Тимĕртен авса тунă чечек чÿлмекĕсем лартмаллисем, тимĕр алăксем, мангалсем, коптильньăсем, ларкăчсемпе сĕтелсем, мунча кăмакисем, окучниксем, урнăсем туса параççĕ çынсене заявка парсан. Ахаль тимĕртен çакăн пек илемлĕ паха япаласем пулса тăраççĕ çын аллинче. Тимĕре авса тунă эрешĕсем мĕне тăраççĕ. «Тимук» филиалĕнче çавăн пекех çынсем ыйтнипе токарь, сварщик, фрезеровщик ĕçĕсене те туса пама пултараççĕ. Çынсем ытларах масар çине лартмалли сĕтелсемпе ларкăчсем, вил тăпри тавра çавăрмалли тимĕр картасем тума саккас параççĕ иккен.

IMG 9898Пысăк цехра ĕç сыхлавĕн нормисене пăхăнса ĕçлеççĕ. Кăнтăрлахи апат вăхăчĕсĕр пуçне кашни икĕ сехетрен 15-шер минут канса илме май пур.

Предприятире Чупай, Арапуç, Кивĕ Вăрмар, Кĕлкеш, Патти, Кивĕ Мăнтăр çыннисем ĕçлеççĕ.

Акă Эдуард Терентьев сварщик ĕçе Кивĕ Мăнтăртан çÿрет, Александр Анисимов — Чупайĕнчен. Кунти ĕçпе, ĕç укçипе кăмăллă вĕсем.

Специалистсем çителĕклĕ кунта, заявкăсене планпа ĕлкĕртсе пыраççĕ.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика