Пĕлÿ кунĕ шкул ачисене черетлĕ хут партăсем хушшине ларма йыхравларĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче кашни шкултах пĕрремĕш шăнкăрав сасси уççăн янăраса çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнине хыпарларĕ.
Пĕлÿ кунĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пегагогсен коллективĕсемпе, ашшĕ-амăшĕсемпе тата вĕренекенсемпе пĕрле савăнăçлă лару-тăрура 3 çĕнĕ шкул уçнă — Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта тата Кÿкеç поселокĕнче. Вĕсенче пурĕ 3,3 пин шкул ачи пĕлÿ илме тытăннă. Çĕнĕ шкулсем кашниех Олег Николаевран парне — медиастудисене оборудованипе тивĕçтерме 3 миллион тенкĕлĕх сертификатсем илнĕ. «Иккĕленместĕп, çĕнĕ шкулсем республикăшăн тата çĕршывшăн юрăхлă чăн-чăн профессионалсене воспитани парса вĕрентсе кăларĕç», — тенĕ Олег Алексеевич.
Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта та, округри ытти шкулсенчи пекех, линейка иртрĕ. Мероприятие вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕсем йышлăн хутшăнчĕç. Çанталăкĕ те вĕсен майлă пулчĕ — сар хĕвел хăйĕн ăшă пайăркисене çуллахи пекех шеллемесĕр сапаларĕ. Пĕрремĕш класа каякансем, хаваслă сăн-питлĕскерсем, хăйсен пĕрремĕш вĕрентекенĕсемпе алла-аллăн тытăнса шкул стадионне утса кĕрсе вырнаçса тăнă хыççăн пурин те кăмăл-туйăм татах та çĕкленчĕ.
Пухăннисене уяв ячĕпе ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Максимов саламларĕ. ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн саламлă çырăвне вуласа пачĕ, «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕ шайĕнче республикăра пурнăçлакан ĕçсемпе паллаштарчĕ. Шкул директорĕ Константин Васильев шкулти вĕрентÿ процесне лайăхлатассипе мĕн-мĕн ĕçленине каласа пачĕ. Çавăн пекех Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Сергей Павлов, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн право тата кадрсемпе тивĕçтерекен пай начальникĕ Олег Кошельков, Вăрмарти территори пайĕн начальникĕ Александр Виссарионов, Вăрмар муниципаллă округĕн Обществăлла палатин председателĕ Людмила Голубева, Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев тата Наталия матушка сăмах илчĕç, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунчĕç.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе чыслав пулчĕ. Чи пултаруллă вĕрентекенсемпе вĕренекенсене Тав çырăвĕсемпе, дипломсемпе наградăларĕç, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн стипендиачĕсем пулма тивĕçнĕ ачасене свидетельствăсем пачĕç.
Пĕрремĕш класа каякансем хăйсен хумханăвне пытараймасăр сăвăсем каларĕç, вунпĕрмĕшсем вара вĕсене хутран ăсталанă самолетсем парса тухса пĕлÿ патне çăмăллăн вĕçме сунчĕç.
Пĕрремĕш шăнкăрава шăнкăртаттарма 11 класри Ольга Ананьевăпа Артемий Васильев тата 1 класри Ксения Левинăпа Тимофей Сотников тивĕçрĕç. Унтан шкул ачисем хăйсен вĕренекенĕсемпе классем тăрăх саланчĕç.
Пĕлме: Чăваш Республикинче çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче пĕтĕмĕшле вĕрентÿ программисемпе 374 шкулта 151 пин вĕренекен пĕлÿ илĕ, вĕсенчен 13 пинĕшĕ — 1-мĕш классем. Вăрмар округĕнчи шкулсенче 1853 вĕренекен партăсем хушшине ларнă, вĕсенчен 131-шĕ — 1-мĕш класа каякансем.
Ирина ДАНИЛОВА
