Хĕвеллĕ те уяр кун. Шкул еннелле чечек çыххи тытнă ачасем утаççĕ. Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ — кашни ача пурнăçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ уяв. Çак кун кĕркунне тата шкул пурнăçĕ пуçланнипе палăрса юлать. Пĕлÿ тĕнчине пĕрремĕш утăм тăвакансемшĕн тата тăван шкулта юлашки çул вĕренекен 11-мĕш классемшĕн асра юлакан кун та вăл.
Илемлĕ, хаваслă, кăмăллă, кăштах хумхануллă самант, мĕншĕн тесен çуллахи кану хыççăн классем каллех ача-пăча сассипе тулчĕç. Янăравлă шăнкăрав парта хушшине ларма чĕнчĕ. Вĕренекенсене çутă, хăтлă пÿлĕмсенче вĕрентес тĕллевпе шкул коллективĕ чылай ĕç тунă. 2025-2026 вĕренÿ çулĕнче Пысăк Енккассинчи вăтам шкула 135 ача вĕренме çÿрĕ. Пĕрремĕшсем çак куна чăтăмсăррăн кĕтрĕç пулинех, вĕсемшĕн шкул вăл — юлташсем, малтанхи утăм тума пулăшакан вĕрентекен, кăсăклă урок, савăнăçлă тăхтав.
Пĕлÿ кунне паллă тума вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшсем, хăнасем пуçтарăнчĕç. Уява Егор Гавриловпа Виктория Семенова уçрĕç. Уяв самантне шкул директорĕ Луиза Кириллова пуçларĕ, пурне те вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа ăшă сăмахсемпе саламларĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче тăрăшса вĕреннĕ 18 ачана Мухтав грамотисемпе чысларĕ.
Сентябрĕн 1-мĕшне халалласа иртекен линейкăра Вăрмарти ача-пăча пуларулăх çурчĕн аслă методисчĕ Наталья Хисамова сăмах каларĕ, ачасене вĕренÿре çитĕнÿсем тума, хăйсен пултарулăхне аталантарма сунчĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн сутăн илмелли ĕçе йĕркелесе ирттерекен сектор заведующийĕ Алина Волкова уяв ячĕпе саламланă май София Антоновăпа Виктория Александровăна /11-мĕш класс\ тата Юлия Петровăна /9-мĕш класс\ Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн стипендине тивĕçнине çирĕплетекен сертификатсем пачĕ. Саламлакансен çумне Пысăк Енккассинчи территори пайĕн начальникĕ Ольга Михайлова хутшăнса вĕрентекенсемпе вĕренекенсене, ашшĕ-амăшне Пĕлÿ кунĕпе саламларĕ. Ачасене ăнăçлă вĕренÿ çулĕ сунса ятарлă çар операцине хутшăнакан Чăваш полкĕн командир заместителĕ Игорь Романов подполковник сăмах каларĕ.
Линейка пĕрремĕш шăнкăравпа вĕçленчĕ, вăл вĕренекенсене Пĕлÿ кунне халалланă «Пысăк ĕç çинчен калаçни» занятие чĕнчĕ. Игорь Романов подполковник аслă класра вĕренекенсемпе уйрăммăн калаçса пуласлăха IT-технологипе çыхăнтарма, аслă ăру çыннисен ĕçĕ-хĕлне асра тытса малашлăхшăн тăрăшма кирлине палăртса хăварчĕ.
Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ çеç мар, шкулти ытти кунсем те вĕренекенсемшĕн тухăçлă, пĕлÿпе, çитĕнÿсемпе пуян пуласса шанса тепĕр вĕренÿ çулне куçатпăр.
Ирина ИВАНОВА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен
