IMG 9923«Энĕш»-Анаткас-Кĕлкеш» автоçул мĕнле лару-тăрура пулни юлашки вăхăтсенче Кĕлкеш тата Чулкас ял тăрăхĕсенче пурăнакансене самай пăшăрхантарнă. Шăтăк-путăклă кивелнĕ çулпа автомашинăпа çÿреме, паллах, чăрмавлă. Анчах халăх чăтăмсăррăн кĕтнĕ ĕç халĕ вырăнтан хускалнă ĕнтĕ — шăпах çак кунсенче кунта çул-йĕр ĕçченĕсем автоçула тĕпрен юсаса асфальт сарассипе вăй хураççĕ.

«Энĕш»-Анаткас-Кĕлкеш» автоçул юсавне «Хăрушлăхсăр паха çулсем» наци проекчĕ шайĕнче «Стройком» тулли мар яваплă общество пурнăçлать. Укçи-тенкине республикăри тата вырăнти бюджетсенчен уйăрнă.

«Хатĕрлев ĕçĕсене августăн 23-мĕшĕнче пуçăнтăмăр та августăн 25-мĕшĕнче афальтне хума та тытăнтăмăр, — каласа парать çул-йĕр ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕл­не йĕркелесе пыраканĕ Максим Ершов. — Пурĕ 9900 метра яхăн тăршшĕ çула юсаса тирпейлемелле пирĕн. Кунсерен 8-9 çын ĕçлет объектра. Ĕçсене Кĕлкеш шкулĕ енчен пуçларăмăр, «Энĕш» автоçул таранах асфальт сарăпăр».

Хăвăрт та пахалăхлă ĕçлеççĕ çул-йĕр ĕçченĕсем. Вĕсен патне сентябрĕн 4-мĕшĕнче ирхине шăнкăравласан 2800 метр асфальт сарнине пĕлтерчĕç. Техники те çителĕклĕ вĕсен, çул хумалли ятарлă хутăшне те КамАЗ автомашинăсем пĕрин хыççăн тепри илсе килсех тăраççĕ. Ĕç пĕр самантлăха та чарăнмасть. Кашни типĕ кунпа усă курма тăрăшаççĕ кунта ĕçлекенсем. Çанталăкĕ чăрмав кÿмесен хăйсен ĕçне кĕске вăхăтра вĕçлеме палăртаççĕ.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика