Вăрмар округĕнче августăн 25-мĕшĕнчен пуç­ласа сентябрĕн 12-мĕшĕччен «Асăрханăр — ачасем!» анлă профилактика мероприяти­йĕ иртет. Унăн тĕллевĕ — çуллахи каникул хыççăн ачасене тата çитĕннĕ çынсене çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн правилисем пирки аса илтересси.

Ашшĕ-амăшĕсен ачасене урамра тата çул çинче хăйсене тĕрĕс тытмаллине вĕрентсех тăмалла. Хăйсен те правилăсене пăхăнмалла, мĕншĕн тесен ачасем аслисенчен вĕренеççĕ. Талăкăн тĕттĕм вăхăтĕнче ачасен тумĕ çинче çутатакан япаласем пулмалла, çапла водительсем вĕсене аяк­ранах асăрхама пултараççĕ.

Водительсен те тимлĕхе çухатмалла мар, хă­вăртлăх режимне пăхăнмалла, çуран çын каçмалли вырăнсенче, çул тăваткалĕсенче, ача-пăча учрежденийĕсен çумĕнче асăрхануллă пулмалла. Ачасене автомашинăпа ятарлă хатĕрсем çине лартса илсе çÿремелле, хăрушсăрлăх ременĕпе çирĕплетмелле.

Асра тытăр: ачасен хăрушсăрлăхĕ — пирĕн пĕр­лехи яваплăх! Вĕсен телейлĕ ачалăхĕ пирĕнтен пуринчен те килет.

РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн уйрăмĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика