Иртнĕ кунсенче «Хĕрлĕçыр—Тикаш» автоçул çинчи участока асфальт сарса пĕтерчĕç.
Хĕрлĕçырти чарăну вырăнĕнчен Тикаш ялне çитиччен 1 километр çул куç умĕнче çĕнелчĕ темелле, халĕ кунта çул яп-яка та тикĕс. Ку ĕçе Раççейре 2025 çултан пурнăçланакан «Пурнăç инфратытăмĕ» çĕнĕ наци проекчĕ пулăшнипе вăя кĕртнĕ. Асфальта «Благострой» тулли мар яваплă общество сарнă. Эпир ыйтнипе çак организаци ĕçченĕсем автобус чарăнакан вырăна та асфальтласа пачĕç. Халĕ çул айккисене вак чул сарса çирĕплетессипе ĕçлеççĕ. Ку ĕçсене çывăх вăхăтра тумалла.
Тикаш еннелле малалла каякан çул çинчи участока та юсав кирлĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн 2026 çулхи çул-йĕр юсав ĕçĕсен планне кĕртсен аванччĕ çак участока та.
Хĕрлĕçыр, Тикаш ялĕсенче пурăнакансем Шупашкарти «Благострой» организацине, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацине асфальт сарса панă çул участокĕшĕн тав тăваççĕ.
Валерий НАРСОВ, Тикашри территори пайĕн начальникĕ
