photo 2025 09 01 12 02 26«Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн технологи тивĕçтерĕвĕ» наци проекчĕн «Агропромышленноç комплексĕнчи кадрсем» регионти проекчĕ шайĕнче Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта «Агроинженерия» направленипе çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче агротехника класĕ уçăлмалла. Кунта агропромышленноç комплексĕ валли специалистсем хатĕрлĕç.

Агротехника класĕсен тĕп тĕллевĕ — шкул ачисене ял хуçалăхĕнчи тĕрлĕ отрасльсенчи специальноçсемпе кăсăклантарса ярасси. Çак классенче иртекен занятисем çамрăксене паянхи йышши аграри технологийĕсен потенциалĕпе, çак секторта ĕçлесе ÿсĕм тумалли майсемпе паллаштарĕç. Теори пĕлĕвĕпе пĕрлех çĕнĕ оборудованипе тата технологисемпе ĕçлеме пĕлни те кирлĕ пулĕ.

Иртнĕ кунсенче Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул вĕрентекенĕсем Чăваш Енри малта пыракан икĕ агропромышленноç предприятийĕнче экскурсире пулса курчĕç — Çĕнĕ Шупашкарти теплица комплексĕнче тата «Чебомилк» агрокомплексра. Икĕ предприятийĕнче те педагогсене кунти лару-тăрупа Чăваш патшалăх аграри университечĕн выпускникĕсем паллаштарнă, хăйсен кулленхи ĕçĕ пирки, пысăк технологиллĕ производствăра ĕçлемелли уйрăмлăхсем çинчен хавхалануллăн каласа кăтартнă.

«Регионсенчи теплицăсем» компанисен ушкăнĕн структурине кĕрекен Çĕнĕ Шупашкарти теплица комп­лексĕ — 23,5 гектар лаптăк йышăнакан, çулталăкĕпех ĕçлекен паянхи йышши теплица. Кунта помидор тата хăяр çитĕнтереççĕ. Агрономсем каласа панă тăрăх, комбината хупă грунт­ра пахча-çимĕç çитĕнтермелли чи малта пыракан технологисемпе тивĕçтернĕ. Çакă çулталăкĕпех экологи тĕлĕшĕнчен таса, тутлă та усăллă томатсемпе хăярсем ÿстерме май парать. Пур продукцие те апат-çимĕç продукци­йĕн пĕтĕм тĕнчери стандарчĕпе килĕшÿллĕн сертификациленĕ.

«Чебомилк» агрокомплексăн тĕп приоритечĕ — ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси. Кунта эмбрионсен трансплантацийĕн аттестациленĕ лабораторийĕ пур. Çавăн пекех юлашки вăхăтра компани агротуризм енĕпе те ĕçлет. Педагогсем энерги перекетлекен фермăра, репродуктивлă технологисен лабораторийĕнче пулса курчĕç.

Квалификаци ÿстермелли курссем учительсене информаци парса тухăçлă вĕрентÿ сфери тума кăна мар, вĕрентекенсенчен паянхи кун Раççейĕпех, çав шутра Чăваш Енре те иртекен аграри трансформацийĕн активлă участникĕсем туса хума та кирлĕ.

Надежда КУЗЬМИНА, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул вĕрентекенĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика