ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн «Урмарский» уйрăмĕнче «Вăрмарти ĕçлĕ аннесем» клубăн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Çапла ĕçсĕр 5 хĕрарăмран 3-шĕ ĕçе вырнаçнă, 2-шĕ социаллă контракт çырнă. «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕ Михаил Пуклаков каласа панă тăрăх, «Вăрмарти ĕçлĕ аннесем» клуб иртнĕ çул ĕçлесе кайнă, çавăнтанпа 37 /вĕсенчен 25-шĕ ĕçсĕр шутланнă\ хĕрарăм хутшăннипе 4 лару ирттернĕ. Çак клубăн ĕçĕ-хĕлĕ пулăшнипе ĕçсĕр 12 хĕрарăм ĕçлекен статуслă пулса тăнă, вĕсенчен пĕри çĕнĕрен вĕреннĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ĕçĕ «Кадрсем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланса пырать.
Михаил Анатольевич клубăн участникĕсене кадрсен центрĕ кÿрекен пулăшусем пирки аса илтернĕ, çак шутра ĕç тупассипе йывăрлăх тÿсекенсем валли обществăлла ĕçсем йĕркелени çинчен, социаллă контрактпа ĕçе вырнаçасси тата профессиллĕ вĕрентÿ илме май пурри çинчен.
Тĕрĕссипе хĕрарăмсен клубĕн ларăвĕсем центрăн партнерĕсем хутшăннипе те иртеççĕ. Харпăр хăй çине ĕçлекенсемпе тата уйрăм çын предпринимательсемпе çыхăннă кăçалхи çĕнĕлĕхсем çинчен социаллă фондăн специалисчĕ Надежда Ларионова каласа панă. Мăнçырма ялĕнче пурăнакан Татьяна Тимофеева ĕçсĕр хĕрарăмсене хăй вăйĕпе массаж тумалли хăйĕн кабинетне уçса ĕçлени пирки каласа кăтартнă. Пĕрремĕш оптика компанийĕн аталанавĕн руководителĕ Людмила Белобородова куç вăйне çивĕчлетмелли майсем пирки каласа ăнлантарнă, «оптик-консультант» ваканси сĕннĕ. Çак вакансие ĕç шыракан Елена Архипова йышăннă, вăл ĕçе пуçăнма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.
Çул çитмен икĕ ача амăшĕ райпона сутуçă-кассир пулса ĕçлеме вырнаçма социаллă контракт алă пуснă. Ĕçсĕр тепĕр виçĕ хĕрарăм карьера консультанчĕпе пĕрле хăйсен кăмăлне каякан ĕç суйласа илнĕ, ĕçпе тивĕçтерекенсемпе калаçма хатĕрленеççĕ.
Альбина ЛУКИНА, кадрсен консультанчĕ
