Сентябрь уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче, Пĕлÿ кунĕнче, В.Д.Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари вăтам шкулта торжествăлла лару-тăрура «Паттăр партине» уçнă. Ăна çак шкул выпускникне, гварди полковникне, тинĕс пехотин Жуков тата Суворов орденĕсен Курскри 155-мĕш уйрăм гварди бригадин командирне — ятарлă çар операцийĕнче хăйĕн çар тивĕçне пурнăçласа пуçне хунă Сергей Юрьевич Ильина халалланă.
Мероприятие Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, вĕрентекенсем, шкулта вĕренекенсем, Сергей Юрьевичăн тăванĕсем тата хисеплĕ хăнасем хутшăннă.
«Паттăр парти» — ахаль шкул парти мар, вăл Тăван çĕршывшăн хăйĕн пурнăçне панă выпускникăн паттăрлăхĕпе хăюлăхне палăртакан символ. «Паттăр парти» хушшине чи пĕрремĕш ларма шкулăн чи лайăх вĕренекенĕсем — вĕренÿре, спортра, обществăлла пурнăçра малта пыракансем тивĕçрĕç. Вĕсем çак самантăн пысăк пĕлтерĕшне чунпа туйни вĕсен куçĕсенче палăрчĕ. Ачасем Сергей Ильина яланах асра тыма, унăн паттăрлăхне тивĕçлĕ пулма сăмах пачĕç.
«Паттăр партине» уçни — шкулшăн та, Вăрмар округĕшĕн те паллă пулăм. Вăл паттăра хисеп кÿнине пĕлтерет, мирлĕ пурнăç хаклăхне тата Тăван çĕршыва упрамаллине аса илтерет. Çакăн пек мероприятисем çамрăксене патриотла воспитани пама пулăшаççĕ, гражданлăх туйăмне аталантараççĕ.
Паттăра пĕлнĕ кашни çын тата çак шкулта пĕлÿ илекен кашни ача ăна асра тытĕ, чĕринче упрĕ.
Надежда ШИШКИНА
